Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне шанчăклăн сыхлакансене чыс тăватпăр. Фашизма çĕнтернĕ аслă паттăрсем умĕнче пуç таятпăр.
Паян вара ятарлă çар операцийĕнчи çар çыннисем хăюлăхпа паттăрлăх тĕслĕхĕсене тивĕçлипе малалла тăсаççĕ. «Çак уяв Раççей суверенитечĕн хуралĕнче тăракансене пурне те пĕрлештерет - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсенчен пуçласа СВО боецĕсем таранах. Паттăрсем манăçмĕç»,- тенĕ Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Мухтав Монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă май.
Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Çавăн пекех палăк умне депутатсен Пухăвĕн депутачĕ-сем, ветерансем, юнармеецсем, СВО участникĕ, десантпа штурм командирĕ, гварди капитанĕ Сергей Буинцев, Чăваш кадет корпусĕн курсанчĕ, 5 класра вĕренекен Семен Буинцев та чечексем хунă.