1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
27 февраля 2026 г. 14:36

Çĕршыв патриочĕсене манмĕç

 

 

Тĕмер ялĕнчи СВО участникне Александр Разинович Иванова Президент Указĕпе Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă.

Патшалăхăн пысăк наградине паттăр салтакăн амăшне Галина Васильевнана панă.

Александр 2024 çулхи ака уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсемпе контракт çырнă. Çар заданине пурнăçласа пуç хунă. Çывăх çыннисен хуйхине хăюллă хÿтĕлевçĕсене асра тытнипе çеç çăмăллатма пултаратпăр эпир. Александр Разинович çамрăксемшĕн паттăрлăх тĕслĕхĕ, ял-йыш асĕнче хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕ-ленĕ патриот пек ĕмĕрлĕхех юлĕ. Класс руководителĕ Борис Емельянов чи малтанах унăн ырă кăмăлне, юлташлăх туйăмĕн çирĕплĕхне палăртрĕ. Ĕçченлĕхĕ çинчен сăмах хускатсан, учительсем вăл техничкăра ĕçлекен амăшне шкула урай çума пулăшма çÿренине аса илчĕç.

Округра пурăнакансем паттăрсене манмĕç. Çитĕнекен ăрăва вĕсем çинчен каласа парĕç. Çар тивĕçне пурнăçласа, тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе вилĕмрен хăрамасăр çапăçăва кĕнĕ-çке вĕсем.

Поделиться:
Распечатать