«Ÿт çине çу мăкăлĕсем тухма пуçларĕç. Уйрăмах кăкăр çинчи шиклентерет.
Хăрамалла япала-ши;»
Редакцие килнĕ çырураран
«Жировик» теççĕ ăна халăхра. Тĕрĕсрех каласан - липома.
1000 çынран 2-шĕн пур. Çу клеткисенчен ÿт айĕнче пухăнать. Тытса пăхма çемçе, ыратмасть. Пуç, мăй, хулпуççи е çурăм çинче пулать. Аяларах та, пĕçсем çинче, харăс тухкалаççĕ.
Липомăсене темиçе ушкăна та уйăраççĕ. Çыншăн ку пурпĕрех, специалистсемшĕн те пĕр-пĕринчен уйăрасси тепĕр чухне ансат мар.
Мĕншĕн тухаççĕ; Вĕçне çити тĕпчемен-ха. Çу клеткисемпе çыхăнни паллă. Унсăр пуçне мăнтăрланни, сăра-эрех ĕçни, пÿре чирĕ, глюкозăна организм йышăнманни витĕм кÿрет. Хамăра амантсан та тухкалать. Тĕрлĕ вăхăтри арçынсемпе хĕрарăмсен пулать, ытларах 40-60 çултисен. Пĕтĕмĕшле хакласан, вĕсенчен хăрама кирлĕ мар, амантса юн тухасси вăйлансан çеç юнăхма пултараççĕ. Кун пек чухне тухтăр патне кайса килни пăсмĕ. Липомăсен сиенĕ çук (доброкачественные), усал мăкăле (злокачественные) куçни сайра.
Çу мăкăльне асăрхасан мĕн тумалла-ха; Тухтăра кăтартса пăхмалла. Вăл сăнаса-тĕпчесе хак парĕ.
Мăкăль кансĕрлемесен сиплемеççĕ. Ÿт илемĕшĕн канăçсăрланакансем çеç вĕсенчен косметологи енĕпе хăтăлма май шыраççĕ. Пĕрре пĕтернĕ мăкăль вырăнне тепри тухмасть.
Липома тухассине пÿлме çук. Мăкăльсене сăнаса пурăнмалла кăна, чăрмавлă пулмасан çур çулта пĕрре тухтăра кăтартма юрать.