Çĕршыв хÿтĕлевçисен уявне Тăрмăшра та анлăн уявларĕç. Малтанах Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи спортзалта уяв ячĕпе нарăсăн 22-мĕшĕнче волейболпа, нарăсăн 23-мĕшĕнче мини-футболпа турнирсем иртрĕç. Волейболпа - тăватă, мини-футболпа вара пилĕк команда тупăшрĕ. Вылякансем пурте - тăрмăшсем.
Мини-футбол вăййине нумай çул Тăрмăш шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ Анатолий Сергеевичпа унăн ывăлĕ Сергей Анатольевич Антоновсен ячĕпе ирттерчĕç. Антоновсем ялти сумлă çынсем, иккĕшĕ те спортсменсем пулнă, ял малашлăхĕшĕн нумай тăрăшнă. Пилĕк команда хушшинче студентсем вăйлăрах выляни палăрчĕ пулсан та, халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн-че туслăх çĕнтерчĕ, терĕç пĕр харăс ялăн маттур каччисем. Чылай спортсмена медальсемпе дипломсем парса чысларĕç. Çакăн пек спорт вăййисем хул-çурăма çирĕплетме пулăшаççĕ кăна мар, пĕрлĕхре вăй пулнине кăтартаççĕ, шухăшлава анлăлатма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентеççĕ.