1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
27 февраля 2026 г. 14:41

Иккĕмĕш хут хутшăнать

Тăвай ялĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача садĕнче тăрăшакан Лариса Фомина «Округри чи лайăх воспитатель - 2026» ята тивĕç пулнă. 23 çул вăл ачасемпе ĕçлет.

Лариса Владимировна конкурсăн пур тапхăрĕ витĕр те ăнăçлă тухса професси ăсталăхне, ачасемпе хутшăнăва йĕркелеме пĕлнине, яланах пултарулăх шыравĕнче пулнине кăтартнă. Вăл республикăра округ чысне хÿтĕлĕ. Ку тивĕçе 9 çул каялла, 2017 çулта, ăнăçлă пурнăçланă, регионти шкулчченхи учреждени педагогĕсем хушшинче 6 финалист-лауреат йышне кĕнĕ. Хальхинче те пысăк ăнăçу сунатпăр опытлă воспитательницăна. Округри конкурс призерĕсем хушшинче - Татьяна Иванова (Тăрмăш шкулĕ), Мария Васильева (Енĕш Нăрваш) воспитательсем.

Поделиться:
Распечатать