Мĕншĕн укçа пухмалла;
Хальхи ачасен нумайăшĕн кĕсье укçи пур, пластик карттипе те усă кураççĕ.
Ачасем çемье бюд-
жетĕнчен панă укçа-тенкĕне тĕрĕс тытса пыма, тупăшпа пурăнма, туянусене планлама вĕренеççĕ.
Çав самантсене тĕпе хурса ачасемпе тĕп библиотекăра «Кĕсье укçи. Мĕншĕн укçа пухмалла;» темăна тишкертĕмĕр. Калаçнă май укçа-тенке ултавлă майпа сăптăракан мошенниксенчен мĕнле сыхланмалли, пухăннă укçана хÿтĕлесси пирки те ыйту тухса тăчĕ. Çавăн пекех ачасем «Пирĕн кĕсье укçи» тĕпчеве хутшăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Ачасем хăйсен шухăшĕсемпе, курăмĕсемпе паллаштарчĕç, калаçăва хастар хутшăнчĕç, кăсăклă ыйтусем пачĕç.
Мероприяти вĕçĕнче кĕсье укçи шкул çулĕсенче те кирлĕ тесе пĕтĕмлетрĕç, анчах хальхи вăхăтра пирĕн ку енĕпе финанс пĕлÿл- лĕ çын пулмалла.
Татьяна МАНИШЕВА,
Тăвайри библиотека