• Пĕлтĕр Чăваш Енре 476 пенсионер мошенниксен аллине çакланнă, пĕтĕмпе 300 млн тенке яхăн çухатнă. Ку улталанакансен чи пысăк ушкăнĕ.
• Ниçта та ĕçлеменнисем 2-мĕш вырăнта - ултавçăсен аллине 414-шĕ çакланнă. Студентсен тавçăруллăрах пулмалла пек те - 271 вĕренекен «шăн пăр» çине ларса юлнă. 92 «самозанятый», хур курнă, декретра ларакан 76 хĕрарăмпа 65 шкул ачи шар курнă. Шел, паллах, анчах хальлĕхе упранмалли чи шанчăклă мел - тимлĕх.
• Чăваш Ен бензин хакĕ- пе çĕршывра 55-мĕш вырăнта, хамăрăн Атăлçи округĕнче эпир 14 регионтан 9-мĕшсем. Пирĕн патăрта вăтам шалупа 988 литр АИ-92 йышши бензин туянма май пур. Тутарстанра çак укçапах 1275 литр илеççĕ.
• Ятарлă çар операцине хутшăннă 23-ри Египет каччине Шупашкарта Раççей гражданинне йышăнса паспорт панă.