1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
27 февраля 2026 г. 14:52

Лаша халапĕсем

 

 

2026 çула Лаша çулĕ тетпĕр. Итлесе пăхар-ха тĕрлĕ саманара пурăннă çынсен калавĕсене. Лашасăр пурнăç çук тенĕ авал. Мĕншĕн çапла каланă-ха; Сăлтавĕ пулнах çав - пур ĕçе те лашапа тумалла пулнă. Трактор, машина таврашĕ «çуралайман» ун чухне. Çапла, тĕрлĕ саманара пурăнтăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче колхозсем йĕркеленчĕç. Лашасене пĕрлештерчĕç. Пирĕн ялта лаша витине конюшня тетчĕç. Ирпе ирех витене пырса хăйсен лашисене çăкăр çитеретчĕç лаша хуçисем. Хаяр вăрçă çулĕ-сенче - 1941-1945 çулсенче - лайăх лашасене фронта ăсатрĕç. Йĕре-йĕре ăсататчĕç лашасене: «Тек килес çук вĕт ĕнтĕ эсир çак витене»,- тесе хурланатчĕç. Пирĕн аттен аппăшĕ, Праски аппа, колхоз лашисене пăхатчĕ. Конюшньăпа юнашар пурăнаттăмăр эпир. Эпĕ вара лаша витинчен тухма та пĕлмен. Аппа мана çĕрле улăха лашасене çитерме илсе каятчĕ. Кашкăрсем алхасса кайнăччĕ вăрçă çулĕ-сенче. Ман юратнă лаша Буян ятлăччĕ. Кăçал, нумай пулмасть-ха, мана кÿршĕ хĕрĕ Нина Сергеевна Нагасова çĕнĕ çулпа саламларĕ. «Роза, кăçал Лаша çулĕ, эпĕ лаша çулĕнче 1942 çулта çуралнă»,- терĕ. Вăл манăн Люся йăмăкăмран икĕ эрне каярах çуралнă. Савăнтăм. Вениамин Иванович Димитриев та шăнкăравларĕ. Вăл филологи наукисен кандидачĕ. «Мана, санăн «Буян» очерку питĕ килĕшрĕ»,- терĕ. Çапла вара, лаша çулне кĕтсе илеççĕ паянхи кун та.

Асаилĕве путрăм. Пĕр-рехинче Мария Ухсайăн «Кăра çилсем» повеçне вуласа ларатăп. Анне çăм арлать. Ман еннелле çаврăнчĕ те калама тытăнчĕ: «Ĕлĕк пурнăç пĕрре те çăмăл пулман çав. Уйрăмах лашасене йывăр килнĕ. Çыннăн паспорт çук, лашан вара паспорт пулнă. Мĕн ятлă, мĕн тĕслĕ, хăçан хăмланă, миçе шăл пулнă. Лаша вăрлакансем пулнă, çав паспортпа тытнă лаша вăррисене. Анчах чее лаша вăррисем те пулнă. Лаша тĕсне улăштарнă. Лашана çăпата сыртарса илсе тухса кайнă витерен, йĕр ан юлтăр тесе. Пирĕн тăрăхра Кавал пасарĕ вăйлă кĕрленĕ. Унта лаша тĕсне улăштарса тухнă, вăл вара паспортрипе пĕр килмен. Нимĕн те тăвайман лаша хуçи. Вăрă лашана сутса янă. Шаккур тетчĕç пирĕн таврари паллă лаша вăррине. Асанне каланă юмах асрах-ха. «Лаша вăрри» ятлă юмахчĕ вăл. «Амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне питĕ ачашласа ÿстернĕ. Ача мĕн пĕчĕкрен çын япалисене вăрласа таврăннă. Амăшĕ чарман ăна вăрлама. Ÿсе-киле лаша вăрлама та пикеннĕ. Юмахри çыннăн лаши çухалать те çухалать. Вăл аптăранă енне лаша çурăмне тикĕт сĕрсе ярать. Ача лаша вăрлама пырать хăнăхнă йăлапа. Лаша çине хăпарса ларать те тикĕт çыпăçать. «Алли хăпать, купарчи çыпăçать, купарчи хăпăнать, алли çыпăçать» тесе лашапа пĕрле хуçа картишне пырса кĕрет. Лаша вăррине çапла тытаççĕ, халăха пухаççĕ. Ачи амăшне чĕнсе илчĕ тет те: «Кăкăрунтан чуп тăвам-ха»,- тесе каларĕ тет. «Эсĕ мана вăрă турăн, вăрлама чармарăн» тесе кăкăрне çыртса илчĕ тет. Лаша вăррине вăрмана кайса ячĕç тет. Ĕлĕк çапла айăпланă. Вăрă - вăрмантан тухайман. Çавăнтах аташса вилнĕ. Тата нумай юмах-халап çÿретчĕ лаша вăрлани çинчен. Лашана пÿрт маччинче усракансем те пулнă.

Лашапа çÿреме лайăхчĕ. Битмулла пичче пире, вĕтĕр-шакăрсене, Мучар пасарне ярмăрккана илсе кайни асрах. Унта карусельпе ярăнтаратчĕç. Халь пурнăç урăхланчĕ. Мĕнпур йывăр ĕçе машинăпа, тракторпа, ытти техникăпа тăваççĕ. Çапах лашана манмаççĕ, лаша çулĕ пур. Халăхра тата мĕн чухлĕ лаша çинчен хывнă юрă-кĕвĕ. Паллах, халĕ лашасем сахал. Самани урăх.

Роза ПЕТРОВА-

АХТИМИРОВА.

Шупашкар-Тенеяль

Поделиться:
Распечатать