Енĕш Нăрваш ялĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетме тата 2026 çулта тумалли ĕçсене сÿтсе явма ял халăхĕ культура çуртне чылай пухăнчĕ.
кругри пысăк ялсенчен пĕри. Тумалли ĕçсем те сахал мар. Акă 2025 çулта пуçару программипе 10 проект пурнăçланă, кăçал валли 8 проект йышăннă. Ял халăхĕ ăнланса çитрĕ ĕнтĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме» программăна хутшăнни палăртнă ĕçсене туса пыма укçа-тенкĕ енчен çăмăллăхсем кÿрет. Çавăнпа та çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ пуçарусем палăртать ял-йыш.
Округ пуçлăхĕ Олег Анатольевич Ломоносов Тăвай ен аталанăвĕ- пе тĕплĕн паллаштарчĕ, ял халăхĕн ыйтăвĕсене хуравларĕ. Вăл çавăн пекех СВОна пулăшассипе нăрвашсемпе кушкăсен пысăк хастарлăхне палăртса хăварчĕ. Яваплă ĕç сферин представителĕсем те халăха тĕрлĕ информаципе паллаштарчĕç.
Енĕш Нăрваш территори уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Любовь Алексеевна Николаева каланинчен çуллен çын шучĕ чакса пыни курăнчĕ. Паян территори уйрăмĕнче 1045 çын пурăнать, пĕлтĕр 2 ача çуралнă, 13 çын вилнĕ, 667 кил-çуртран 252-шĕ пушă ларать.
Пĕлтĕр ĕçе кĕнĕ проектсенчен ытларахăшĕ урамсене вак чул сарса типтерлессипе çыхăннă. Кушкăра клуба юсанă. Нăрвашри культура çуртĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе музей кĕтесĕ уçнă.
Çăва тухнă май, ачасен площадкисене, çăл вырăнĕсене, çырмасене, урамсене, масарсене типтерлĕхре тытса тăнă. Çак ĕçе малалла та тăсăпăр. Кăçал проекта кĕртнĕ ĕçсем те вĕсемпе çыхăннă.
Ĕçне кура - хисепĕ. О.А.Ломоносов хастаррисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Ял старостин тăрăшулăхне те ырăпа асăнчĕç. Ял халăхне мобильлĕ банк, çыхăну уйрăмĕ, 6 суту-илÿ лавкки тивĕçтерет. Шкулта 75 ача вĕренет. Канашран куллен «Газель» 4 рейс тăвать.
Пурăнать-ха тăван ялăм, çĕнелсе аталанать, çакă вырăнти халăхăн пултарулăхĕнчен те нумай килет.