Ял çыннисем çĕршыв хÿтĕлевçисене манмаççĕ, асрах тытаççĕ. Акă пирĕн Сăхăтпуç ялĕнчи Роман Александрович Петровпа Алексей Алексеевич Луканов Тăван çĕршыв ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хучĕç.
Роман Петров Тушкилти вăтам шкулта, ун хыççăн Шупашкарта повара вĕреннĕ, сроклă службăра пулнă. Унтан пĕр çуллăха контракт тунă, ятарлă çар операцийĕнче çапăçнă. Контракт вĕçленсен, тепĕр çуллăх тăснă. Шел, пурнăçĕ ытла та çамрăкла татăлчĕ. Телее, ашшĕ-амăшĕ чиперех пурăнать паттăрăн.
Алексей Луканов мобилизаципе кайнă ятарлă çар операцине. Лăпкă çамрăкчĕ. Ялта амăшĕпе аппăшĕсем пур унăн.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ çитнĕ май, паттăрсене асăнса ялти клуб спортзалĕнче волейбол турнирĕ йĕркелесе ирттертĕмĕр. Спортзалне 2019 çулта хамăр вăйпа хута янăччĕ. Турнирта икĕ команда тупăшрĕ. Маттур вылярĕç. Уяв ячĕпе саламларăмăр, пĕчĕкшер парне тата пылак çимĕçсем патăмăр турнира хутшăннисене.