Пултаруллă вĕренекенсене аталантарассине тĕп вырăна хураççĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта.
Тинтерех çеç-ха республикăри вырăс чĕлхи олимпиадинче Виктория Автономова мала тухни, ун хыççăнах экологи, географи олимпиадин призерĕ йышне кĕни çинчен пĕлтернĕччĕ.
Тăвай шкулĕн çитĕнĕвĕсен пуххинче - черетлĕ тепĕр çĕнтерÿ. 11 класри София Козлова ĕç технологийĕ енĕпе иртнĕ регион тапхăрĕнче хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, теори енĕпе те пĕлĕвне çирĕп- летнĕ. Чаплă кăтартура унăн наставникĕн Алина Николаевна Арапован тÿпи пысăк.
Раиса ВАСИЛЬЕВА