• Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Атăлçи округĕнчи Чăваш кадет корпусĕн курсанчĕсемпе тĕл пулнă. Вĕренекенсемпе «Пĕрлĕх вăйĕ: Раççей историйĕ тата пуласлăхĕ» темăпа калаçнă, Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕ пирки чарăнса тăнă. Кадет корпусĕнче халĕ Чăваш Енрен тата ытти регионсенчен 332 çамрăк вĕренет. Пирĕн Тăвай енрен те хăйсен пурнăçне çар профессийĕпе çыхăнтарас текенсем пĕлÿ илеççĕ. Иртнĕ çулхи пĕтĕмле- тÿсем тăрăх, выпускниксен 64 проценчĕ Раççейри çар аслă шкулсенче тата профильлĕ учрежденисенче пĕлĕвне малалла тăсаççĕ.
• Юлашки ултă çулта республика хăйĕн тупăшне, чи малтанах налуксен калăпăшне, 2,5 хут пысăклатни - чăннипех пысăк ÿсĕм.
• Агропромышленноç комплексĕн- че 221 проекта тÿрре кăлармалла. Пĕлтĕр сакăр теçетке ытла проекта пурнăçа кĕртнĕ. Пĕтĕмпе - 3,3 млрд тенкĕлĕх. Хăмлан пĕтĕмĕшле лаптăкне çитес çулсенче 2050 гектара çитерес тĕллев тăрать. Туса илекен культурăн виçи 3,7 пин тоннăпа танлашмалла. Пĕлтĕр çĕнĕрен 100 гектар «симĕс ылтăн» лаптăкĕ хывса хăварнă. Вăрнар округĕнче продукци тирпейлекен цех уçнă.
• Кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси вăй илсе пырать. Пĕлтĕр икĕ вите хута янă, киввисене çĕнетнĕ - 518 миллион тенкĕ инвестици хывнă. Хатĕр апат фабрикин проекчĕ ăнăçлă. Сехетре икĕ тонна паха çимĕç тирпейлекен производство кал-кал ĕçлет.
• Чăваш Енре культура еткерĕн 701 объекчĕ шутланать.
• Пĕлтĕр Чăваш Енре преступленисен шучĕ 12 процент чакнă - ку енĕпе чи лайăх регионсен шутĕнче. Преступленисене уçса парасси те аван: 53 процента яхăн - Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах. Çивĕч ыйту - граждансене телефон, интернет урлă улталаса укçине вăрлани. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ пысăкки пăшăрхантарать.1,4 пин преступление регистрациленĕ, туртса илнĕ наркотиксен виçи те пысăк. Экстремизмпа çыхăннă 10 преступление тупса палăртнă.
• Чăваш Енре «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ пурнăçланать. Пĕлтĕр 2 садик çĕкленĕ, 3 çĕнĕ шкул хута янă, 10 вĕрентÿ учрежденине юсанă. 2026 çулта 38 шкула çĕнетме палăртаççĕ. Садиксенче чи пĕчĕккисен ушкăнĕсене ытларах йĕркелĕç, пĕлÿ парас шая ÿстерĕç, «профессионалитет» проекта аталантарĕç.
• «Букет Чувашии» фирма йăлана кĕнĕ «Продэкспо» куравра харăсах виçĕ ылтăн медаль тата Кубок çĕнсе илнĕ.
• 2025 çулта аграрисене мелиораци ĕçĕ валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 27 млн тенке яхăн субсиди панă. Укçа-тенке гидромелиораци мероприятийĕсен проекчĕсен тăкакĕсене саплаштарма янă. 2026 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен ял хуçалăх таварĕсем кăларакансем мелиораци проекчĕ-сене пурнăçа кĕртмешкĕн субсиди илме пултарĕç. Çав шутра -
Раççейре тата Беларуçра хатĕр-ленĕ оборудование туяннăшăн.