«Шимкусы» волейбол команди Тутарстанри Апастово районĕн пуçлăхĕн Айрат Зиганшинăн Кубокне çĕнсе илнĕ.
Ăмăртусем Апастово ялĕнче иртнĕ. Кубокшăн кĕрешсе Арск, Буинск тата площадка хуçисене кая хăварнă пирĕн спортсменсем. «П.В.Леонидов наставникĕн командине çĕнтерÿпе саламлатпăр! Мăнаçланатпăр сирĕнпе!»- тенĕ округ пуçлăхĕ телеграм-каналĕнче.
Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ икĕ халăх спортсменĕсене тата та пĕрлештерет.
- Пĕрле пуласчĕ, çураçура пурăнасчĕ, спорт тупăшăвĕсене те тăтăш йĕркелесчĕ - çак шухăша тĕпе хуни паха.