Тăвайри больницăри поликлиникăна кĕрсе çÿреме меллĕ халĕ, уйрăмах, сусăр çынсене.
Кÿмене кĕнĕ çĕре лартса хăварма та пулать. Тăвайри таврапĕлÿ музейĕнче унччен инвалидсене кĕрсе тухма кансĕртерехчĕ. Виçĕмçул юсав тунă вăхăтра пандус вырнаçтарчĕç те сусăрсене выставкăсене кĕрсе курма, музейпа паллашса çÿреме чылай çăмăлланчĕ.
Любовь ИВАНОВА