Тăвайăм, ман тăванăм
Тăвай тавралăхĕ, салам
Мĕнпур йышран эс йышăнсам!
Вулăс та пултăн эс тахçан,
Район тени асран тухман.
Халь пурăнатпăр округра -
Илемлĕ те хитре тавра.
Эль кÿллипе Кĕтне тăван,
Чикĕ тавра юрлать вăрман.
Тăван тавралăх, эсĕ пул!
Сунатпăр пурте вăрăм çул.
Сыхланччăр ĕмĕрхи ялсем,
Çитĕнччĕр çĕнĕ ăрусем!