Тăвай районне туса хунă кун Тăвай ялĕнче таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă. Ку вăл пирĕн районшăн питĕ паллă кун пулнă. Музея уçма 628 çын пуçтарăннă. Пĕтĕм районĕпе тăрăшса 760 экспонат пуçтарса вырнаçтарнă.
Чи малтанах музея тăвас тесе строительство тата ытти документсемпе Вячеслав Иринархович Ломоносов 1984 çулта тытăнса ĕçлет. Унăн ĕçне малалла 1984-1985 çулсенче Иван Николаевич Николаев йĕркелет.
Пĕрремĕш музей директорĕнче 1985 çултан пуçласа 1998 çулччен 13 çул хушши А.С.Семенов вăй хурса ĕçленĕ. Александр Семенович - вăрçă тата ĕç ветеранĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, «Дела и люди Янтиковского района» кĕнеке авторĕ.
1998-2000 çулсенче музей ертÿ- çинче Михаил Семенович Терентьев ĕçленĕ. 2001-2018 çулсенче Светлана Архиповна Сергеева тăрăшнă. Çав тапхăрсенче музей тата та пуянланса пынă. Халăх та аваллăх çÿпçине упраса, аталантарса пырас енĕпе активлă пулнă.
2018 çултанпа музей заведующийĕн-че Владимир Валерианович Федоров тăрăшать.
Тăвайĕнчи халăх таврапĕлÿ музей- не 2023 çулта «Культура» наци проекчĕпе тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Вăл пĕрре те çынсăр тăмасть. Паянхи кун музейра ăшă, çутă, ятарлă пÿлĕм те пур халăхпа тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме. Сăмахран, 2025 çулта музейра 28 пысăк мероприяти ирттернĕ, çав шутран 14 куравпа паллашнă. Вĕсене курма ача садĕнчи шăпăрлансем таранах килеççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр 4613 çын музейра пулнă, вĕсемпе 437 экскурси ирттернĕ. Çулталăк тупăшĕ 74690 тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен Пушкин карттипе усă курса çамрăксем 66130 тенкĕлĕх билет туяннă. Çакă ачасемпе çамрăксене искусствăпа çывăхлатма май парать. Музей малалла та аталанса пырать. Çĕнĕрен-çĕнĕ стендсем туса вырнаçтаратпăр. Кăçал «Ниме» программăпа музей татах оборудовани туянасшăн (интерактивный панель). Унпа тĕрлĕрен мероприятисене ирттерме аванрах пулĕ. Ĕçре яланах халăхпа тачă çыхăну тытма, вĕсене пĕлсе тăма сайтсем çине 60 хутчен лартнă, унсăр пуçне район тата республика хаçачĕсем çинче çырса пĕлтернĕ. Паян музейра виçĕ пине яхăн экспонат шутланать, вĕсенчен 1820-шĕ тĕп фондра, пурне те шута илнĕ, электронлă майпа та курма пулать.
Чăваш художникĕсен Союзĕ йĕркеленипе музей юбилейне ирттерме тепĕр черетлĕ курав уçатпăр. Унăн ячĕ - «Çуркунне çитсен». Авторсем хушшинче пирĕн ÿнерçĕсем те хăйсен ĕçĕсемпе савăнтарма шантараççĕ. Сăмахран В.И.Разинпа А.В.Ивановăн тата ытти ентешсен картинисене çынсем кĕтеççĕ.
Мартăн 2-мĕшĕнче 13 сехетре пурне те музей юбилейне йыхравлатпăр.