1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
27 февраля 2026 г. 14:56

Тăван чĕлхене манас марччĕ

 

 

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çак уява чĕлхесене сыхласа хăварас тĕллевпе ирттерме йышăннă.

Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсем «Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ» ятлă пултарулăх уявĕ йĕркелерĕç. Ачасем чăвашла сăвăсем каларĕç, юрласа-ташласа савăнтарчĕç, сценкăсем кăтартрĕç. Чăваш чĕлхи янăраса кăна тăчĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Зинаида Николаевна Григорьева ачасене уявпа саламларĕ, тăван чĕлхене татах та тăрăшуллăрах вĕренме сĕнчĕ. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Николаевна Матросова тăван чĕлхене юратмалли, асатте-асаннесен ĕмĕртен пыракан ырă йăли-йĕркисене манмалла марри, татах та аталантарса пымалли çинчен аса илтерчĕ.

Зинаида ГРИГОРЬЕВА

Поделиться:
Распечатать