Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче ГСВГ ветеранĕсен Союзĕн округри уйрăмĕпе ĕçпе вăрçă тата право сыхлав органĕсен ветеранĕсен канашĕ пĕрле уяв мероприятийĕ ирттернĕ.
Хăй вăхăтĕнче Германире çар тивĕçне пурнăçланă Шупашкарпа Канаш хулисенчи ветерансем, çавăн пекех ГСВГăн регионсем хушшинчи Союзĕн представителĕ Игорь Краснов та хутшăнма кăмăл тунă уява. Тăвай ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн округри ГСВГ штабĕнче тĕлпулу малалла тăсăлнă. Тĕрлĕ ыйту хускатнă çар ветеранĕсем: малашлăхри ĕçсем, кăçалхи Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕн- чи хăш-пĕр мероприятисем çинчен те. Çав шутра Тăвай ялĕнчи халăх таврапĕлÿ музейĕн çывăхĕнче çĕршыв тулашĕнче хÿтĕлевçĕ тивĕçне пурнăçланă çар ветеранĕсене чысласа палăк лартассине пĕр кăмăллăн ырласа йышăннă.
«Активлă вăрăм ĕмĕр» центрти кĕмĕл волонтерсен «Надежда» ушкăнне уйрăммăн палăртмалла. Вĕсен концерт программинчи патриотла юрăсем чун-чĕре витĕр шăранса тухнă. Ветерансен союзĕн округри ертÿçи Валерий Шашков çамрăксене патриотла воспитани пама, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарма хастар хутшăнакан юрăçсене Тав çырăвĕ-сем парса хавхалантарнă. Вĕсем хушшинче - Галина Маковей, Римма Гурина, Людмила Григорьева, Нина Иванова, Мария Кузьмина, Валентина Александрова, Фаина Тимофеева, Полина Иванова. Ветеран-активистсен пĕр ушкăнĕ «За службу в ГСВГ» общество медальне тивĕçнĕ. Çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулу килти тутлă кукăльпе техĕмлĕ чей ĕçнĕ май шăкăл-шăкăл калаçура иртнĕ. Тăван çĕршыва сыхлакансене халалланă çакăн пек уявшăн Валерий Васильевича тав тунă.
Çапла туслăхпа пĕрлĕх теме те çĕнтерме пулăшать. Тата тепĕр астăвăм палăкĕ те çĕкленĕ часах Тăвай çĕрĕ çинче.