1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
27 февраля 2026 г. 14:53

Тĕллевлĕ кĕрешеççĕ

 

 

Коррупци çинчен нумай калаçаççĕ, çыраççĕ, саккунсем те ăна хирĕçлисем пур. Анчах вăл обществăра, пурнăçра самай тарăн тымар янă. Çук-çук та коррупци сĕмлĕ ĕçсем хăш-пĕр коллективсенче те палăраççĕ.

Общество, патшалăх органĕсем çак киревсĕр пулăмпа, паллах, тĕллевлĕ кĕрешеççĕ. Анчах çакă тĕлĕнтерет, пысăк чиновниксем, должноçри çынсем хушшинчех укçалла сутăнакансем тупăнаççĕ, укçашăн тĕрĕс мар ĕçсем çавăрттараççĕ, ултавлă операцисене явăçаççĕ, туман ĕçе тунă пек кăтартса бюджет укçине çаратаççĕ, никам та сисмессе, пĕлмессе шанаççĕ. Анчах халăхра мĕнле калаççĕ-ха, уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ-и; Паян пулмасан та, ыран çиеле тухать ултавлă, киревсĕр ĕç. Мулкач пек пурăниччен, тÿрĕ кăмăллă пулмалла. Тÿрĕ кăмăл - чуна çăмăл, çавăн пек пурăнать, ĕçлет нумайăшĕ. Вара пурнăç та малалла каять. Телее, общество ырăпа никĕсленсе тăрать.

Иван ПЕТРОВ

Поделиться:
Распечатать