Юрлă-кĕртлĕ хĕл майĕпен иртсех пырĕ, календарьпе ку эрне вĕçĕнчен пĕрремĕш çурхи уйăх пуçланать авă. Апла пулсан çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнмалли вăхăт та çывхарса пырĕ.
Çавна май мĕн кирлĕ-ха чи малтанах çĕр ĕçлекенсене; Паллах, вăрлăхсем, техника хатĕр пулни, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе минераллă удобренисем çителĕк- лĕ хатĕрлесе хуни тата ытти те. Асăннă ыйтусемпе кашни хуçалăхрах тимлеççĕ халĕ. Округра çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ çителĕклĕ хывса хăварнă - пурĕ 2233 тонна. Çакăнтан 1423 тоннине е 70 процентне тĕрĕсленĕ, вăл пахалăхĕпе ака кондицийĕн требованийĕсене тивĕçтерет. Çурхи тырăсен вăрлăхĕсене пĕтĕмпех сортласа акма хатĕрлесе хунисен шутне «Акконд-агро фирма» АО, «Чутеевский» ЯХПК, «Кубнинский» агрофирма, П.Канясев, С.Михайлов, В.Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем кĕреççĕ. Ытти хуçалăхсенче çак ĕç малалла пырать. Аграрисем вăрлăха çĕнетессипе те активлă ĕçлеççĕ - 221 тонна супер-элита тата элита вăрлăхсем туянса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Акă С.Илларионов хуçалăхĕ 150 тонна «Ворожея» сортлă çурхи тулă, 200 гектарлăх кукуруза вăрлăхĕ, «Дружба» ЯХПК «Московская-35» сортлă çурхи туллăн супер-элита вăрлăхне 5 тонна, «Эльф» сортлă урпан супер-элита вăрлăхне 6 тонна, Алексей Ялугин ХФХ 10 тонна çурхи тулăпа 10 тонна урпан, Э.М.Охотников урпан 10 тонна элита, «Акконд-агро фирма» АО соя тата кукурузăн паха вăрлăхĕ-сене туяннă. Вал. Грачев хуçалăхĕ хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ çителĕклĕ илнĕ.
Вăрлăхсене çĕнетессипе аграрисем малалла та ĕçлеççĕ.
Вунă хуçалăх 1026,8 тонна е планпа пăхнин 60 проценчĕ чухлĕ минераллă удобренисем хатĕрлесе хунă. Çак шута ахаль йышши тата хутăш удобренисем кĕреççĕ. «Акконд-агро фирма» АОн вĕсем халĕ пурĕ 219,4 тонна, Валентинпа Валерий Грачевсен - 259,4, С.Илларионов хуçалăхĕн 200 тонна пур тата ытти те. Паллах, çурхи уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă ирттерме, гектарсен хăватне ÿстерме ытти хуçалăхсем те удобренисем туянма тăрăшĕç.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем хальлĕхе планпа кирлин 39 проценчĕ чухлĕ е пĕтĕмпе 224 тонна пур. Вĕсем вара хаклансах пыраççĕ - çакна та шута илмесĕр тăма çук.
Техникăна çурхи ĕçсене юсаса хатĕрлессипе те ĕçсем пыраççĕ. Шанчăклă техника ĕç тухăçлăхне палăрмаллах ÿстерĕ. Аграрисем вĕсене çĕнетсе те пыраççĕ. Юлашки уйăхсенче çуракинче усă курма В.Николаев хуçалăхĕ погрузчик, П.Канясев тата С.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсем сеялкăсем, сÿре сцепки туянчĕç. Уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен çĕнĕ техника хисепĕ тата та хутшăнасса шанма пулать.
Алина ВАСИЛЬЕВА,
муниципалитет округĕн
ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ