Чÿкçырминчи пăр площадкинче ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене асăнса 45 çултан иртнĕ ветерансем хушшинче Тăвай округĕн кубокĕшĕн хоккей турнирĕ иртнĕ.
Официаллă пая уçма пирĕн хÿтĕлевçĕсем - СВО участникĕсем Иван Федоровпа Владислав Мельцаев хутшăнни пысăк пĕлтерĕш панă. Хоккеистсене саламласа, спорта парăннăшăн, хамăрăн паттăрсене асра тытнăшăн тав тунă, çамрăксене çирĕп вăй-халлă пулма суннă вĕсем.
Хоккей çак спорт тĕсне юратакансене тата тăван ен историне хисеплекенсене пĕрлештерет.
- Пирĕншĕн çамрăк ăрăвăн патриотла туйăмне вăйлатасси пĕлтерĕш- лĕ,- палăртнă пăр çине тухнă ветерансем.
Турнирта «Иваново-Подлесное» команда 1-мĕш, округăн пĕрлештернĕ команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Чи лайăх вылякансен йышне Владимир Гордеева, Андрей Дмитриева тата Никита Дмитриева кĕртнĕ.
Çакăн пек тĕлпулусем спорт аталанăвĕпе пĕрлех пирĕн паттăрсен çемйисене пулăшассипе, асра тытассипе, пĕрлĕхе çирĕплетессипе те çыхăннă.
Хамăр инф.