Иртнĕ канмаллисенче те паллă ентешсене асăнса спортăн ырă йăлине малалла тăснă Тăвай енре.
«Аль» спорт шкулĕнче Михаил Хвостова хисеплесе ветерансем хушшинче 10-мĕш хут мини-футбол турнирĕ иртрĕ.
Михаил Васильевич округри спорт мероприятийĕсене хутшăннă. Футболпа тата волейболпа округăн пĕрлехи командăн членĕ пулнă. Çăмăл атлетикăпа пысăк çитĕнÿсем тунă. Кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ. Хăйĕн ăсталăхне çамрăксене пама та вăхăт тупнă, нумай ачана спорта аталантарма пулăшнă.
Ăмăртăва хутшăнакансене СВО участникĕ, десантпа штурм ротин командирĕ, гварди капитанĕ Сергей Буинцев, М.В.Хвостовăн мăшăрĕ Елена Ивановна саламланă.
Кубокшăн 5 команда тупăшнă: «Янтиково», «Муркаш», «Канаш», «Омон» (Шупашкар хули), «Тюмерево». Ветерансем чăн-чăн команда вăййине кăтартнă. «Тюмерево» ентешĕн кубокне çĕнсе илнĕ. 2-мĕшĕпе 3-мĕш вырăнсенче - «Янтиковăпа» «Канаш». Округри чи лайăх вылякансем номинацире - Василий Васильев, Андрей Пинюхин, Эдуард Буинцев.
Ăмăрту çарпа патриотла тата спорт уйăхлăхĕн картинче иртнĕ. Округ пуçлăхĕ турнира хастар хутшăннăшăн тав тунă. Çывхарса килекен Тăван çĕршыв хÿтĕ- левçин кунĕ ячĕпе саламласа çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ветерансене çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх пулма суннă.