Пурăнакан секторта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси - Раççей МЧСĕн сотрудникĕ-сен ĕçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ задача. Пурнăç кăтартса панă тăрăх, пушар инкекĕ кирек кампа та пулса тухма пултарать, вăл çыннăн социаллă статусне те, хăш ÿсĕмрине те пăхмасть. Çавăнпа ведомство хастарĕсем çынсем пурăнакан кил-çуртсенче вут-çулăм тухасран сыхланса çине тăрса профилактика ĕçне тăваççĕ.
Кăçал çĕнĕ çула кĕнĕренпе Чăваш Республикин территорийĕнче 134 (пĕлтĕр ку тапхăрта – 114) пушара регистрациленĕ, вĕсенче 11 çын (пĕлтĕр - 6) вилнĕ, суранланнисем те 15 çын пур.
Тăвай муниципалитет территорийĕнче 3 пушар (пĕлтĕр ку тапхăрта вуçех те пулман) тухнă, 2-шĕ - уйрăм çынсен секторĕнче тата пĕри - уçă территорире. Пĕр çын суранланнă.
Уйрăм çынсен килĕсенче, хуралтăсенче пушарсем час-часах вут-çулăмпа усă курнă чухне тимлĕ- хе çухатнипе, ăшăтакан приборсем, электрооборудовани юсавсăр пулнипе тата вĕсемпе тĕрĕс мар усă курнипе пулаççĕ. Чылай чухне кил-çуртсенче пурăнакансем пушартан сыхланмалли ансат правилăсене те, пушара хирĕç кĕрешмелли майсене те пĕлмеççĕ, вĕрентнине те шута илмеççĕ.
Кашни çыннăнах килте пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла. Электропроводкăсен, приборсен, розеткăсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла, ĕçлекен приборсене, электроплитасене тата газ плитисене пăхакансăр хăвармалла мар, кăмакасем, тĕтĕм çулĕсем юсавлă пулмалла, ачасене шăрпăкпа выляма памалла мар тата ытти те. Пушар паллисем (çунăк, тĕтĕм шăрши палăрсанах) 01 телефонпа тата101 мобильнăй телефонпа пушарпа кĕрешекен службăна пĕлтермелле. Пушарниксем çитиччен ачасемпе ватă çынсене хăрушсăр вырăна илсе тухма тата алă айĕнчи хатĕрсемпе (пушар кранĕсемпе, огнетушительсемпе, шывпа) вут-çулăма сÿнтерме тăрăшмалла, çав вăхăтрах хăвăрăн хăрушсăрлăх пирки те ан манăр.
Владимир МИХАЙЛОВ, Тăвай
муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн тĕп патшалăх инспекторĕ