1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
27 февраля 2026 г. 14:38

Ялсене хăтлăлатса

 

Округра халăхпа тĕл пуласси малалла пырать. Йăнтăрчăпа Тенеялĕнче тата Улянкă ялĕсенче отчетлă тапхăрта тунă ĕçсемпе территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Карсаков паллаштарнă.

Кăçал «Ниме» программăпа 6 проекта пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене халăхпа канашласа, сÿтсе явса плана кĕртнĕ. Йăнтăрчăра масар патне çити çула вак чул сарса юсамалла. Люксембург урамĕн- че те çула çĕнетмелле. Çак ĕç çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе пурнăçланать. Тенеяльсен кăçал кÿлĕнмеллли икĕ объекчĕ те çул-йĕр ыйтăвĕпех çыхăннă. А.Егорова тата Николаевпа Овражный урамсене çĕнетесси те - пуçарулăх бюджечĕпе пурнăçланакан проектсем. Çулсене вак чул сарса хытармалла.

Вырăнти халăх тăрăшулăхĕпе виçĕмçул Улянкăра урамсене пăрăхсем хурса ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса панă. Ялта пурăнакансем çакăнпа кăмăллă. Ялти çулсене юсассипе япăх мар ĕçленĕ. Пысăк урамсене пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса юсанă. Винокуров урамĕ кăна юлнă. Унта кăçал вак чул сарассипе ĕçлемелле.

Пухура культура çурчĕн тăррине çĕнетес ыйту та çивĕч тăчĕ. Ăна кăçалхи ĕçсен шутне кĕртнĕ. Çынсене канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме клуб кирлех. Ялĕ пысăках мар пулсан та, куллен 33 ачана Тăвайри вăтам шкула автобуспа турттараççĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăкра ачасем уçă çĕрте тăраççĕ. Çавăнпа чарăну павильонĕ кирлĕ. Автобус чарăнакан вырăна хăтлăлатмалла. Кунти çул та тĕпрен юсав ыйтать, шăтăк-путăклă çĕрте транспортпа çаврăнма меллĕ мар. Çакăн пирки шкул директорĕ Е.Н.Моряков та чарăнса тăнă.

Йăнтăрчă территори пайĕнче пурăнакансем ялсене тирпей-илем кĕртессипе юлашки çулсенче чылай ĕç туса ирттернĕ. Çынсен пурнăç культури ÿссе пыни курăнать.

Тĕлпулăва округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов хутшăннă, округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, умри тĕллевсене палăртнă. Муниципалитет округĕнчи тĕрлĕ ĕç сферин представителĕсем ял халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Поделиться:
Распечатать