1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Март 2026 г.
6 февраля 2026 г. 15:10

Чĕрепе юн тымарĕсене çирĕплетер

 

Чĕре ан ыраттăр тесен кунсерен капиллярсене çирĕплетекен упражнени тумалла. Кравать çинче выртса урасемпе алăсене çĕклемелле, вĕсене 100-е çити шутланă май силлесе хускаткаламалла.

Чĕрепе юн тымарĕсем чирлĕ чухне пылпа кукша пуç (одуванчик) настойĕ тумалла. Чечексене вĕтĕ турамалла, çиелтен пыл ярса лартмалла, тĕттĕм вырăнта 7 кун тытмалла, хушăран силлесе хутăштармалла. Çывăрас умĕн 1 кашăк çимелле, сĕтпе сыпса ямалла. Кунашкал настой уйрăмах инфаркт хыççăн усăллă.

Аритмия пулсан виноград эрехĕн кĕленчине (белое вино) 300 г пахча кĕпçин (петрушка) тымарĕпе тунине, 50 г шурă пыл, 12 салтак тÿмин (ромашка) чечекĕн 12 сарă варрине ямалла.

Пурне те пĕрле эрех вĕреме кĕриччен 5-10 минут çулăм çинче тытмалла, сăрăхтарса тасатмалла. Апатчен 30-шар г ĕçмелле.

Атеросклероз, тромбоз пулсан, пуç ыратсан «вероника лекарственная» текен типĕтнĕ курăка 1 апат кашăкĕ чухлĕ илсе вĕретнĕ 1 стакан шыва ярса 2 сехет тăрăлтарса лартмалла. Кунсерен 3 хут апатчен 15 минут маларах 2 апат кашăкĕ сыпмалла. 21 кун сипленмелле. 1 эрне тăхтамалла та тепĕр хут пĕтĕмпех çĕнĕрен тумалла.

Кăкăр пÿлĕнсен (сердечная одышка) хăмăш чечекне савăта чей пек ярса лартмалла. Ăшăлла кашни 4 сехетрен 5-шер сыпкăм ĕçмелле. Пĕр уйăхран кăкăр пÿлĕнни иртсе каясса ĕнентереççĕ.

Поделиться:
Распечатать