1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 30 Март 2026 г.
27 марта 2026 г. 13:32

Кашни ачан пултарулăхне курма пĕлет

 

 

«Чăваш Енри чи лайăх социаллă педагог — 2026» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти 45-мĕш номерлĕ шкулта иртнĕ. Унта республикăри чи маттур педагогсем хутшăннă. Тăвай округне хÿтĕлесе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри хулисенчи, Улатăр округĕнчи 4 лауреатпа юнашар Чутей шкулĕнчи Людмила Ивановна Титова вĕрентекен те тăма тивĕç пулнă.

Çак сумлă ята хăйĕн кулленхи ĕçĕнчи опычĕпе паллаштарса, умри тĕрлĕ йывăрлăхсенчен чыслăн тухса çĕнсе илнĕ. Чутей шкулĕн- че вĕренекен ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе, пĕтĕм йышран чун-чĕререн саламлатпăр пултаруллă ĕçтеше. Сирĕн-пе, Людмила Ивановна, эпир пурте савăнатпăр, мăнаçланатпăр, малашнехи пурнăçра та пултарулăхăр аталанса пытăр, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пыма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине мĕн пĕчĕкрен сăпайлăха, ĕçченлĕхе, ыр кăмăллăха вĕрентсе ÿстерет. Ишпуçĕнчи Зинаида Андреевнапа Иван Григорьевич Тимофеевсем пултаруллă та маттур хĕр пăхса ÿс- тернин тĕшши куç умĕнчех акă. Чăн-чăн çын, ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч ăслă, культурăллă вăл.

Людмила Ивановна Титова социаллă педагог ĕçне Чутей шкулĕнче 2014—2015 вĕренÿ çулĕн-че пуçăннă. Вăл — коллективри чи çамрăк учитель. Хăйĕн ĕçĕнче чи малтанах вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлессине мала хурать: кашни ачан пултарулăхĕпе туртăмне туйса аталантарма тăрăшать, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултарать. Вăл, воспитанишĕн яваплă çын, хăйĕн çăмăл мар ĕçĕнче яланах çĕнĕлĕхсен шыравĕнче. Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче пултаруллă социаллă педагог тÿпи те пысăк. Çамрăк педагог çавăн пекех вĕренекенсен ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕ-семпе паллаштарса ырă витĕм кÿ- ме пултарать. Шкулти кашни мероприяти ун алли витĕр тухать. Людмила Ивановна — чылай ачашăн юратнă вĕрентекенĕ.

Ачисем хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илнине пытарма кирлĕ мар. Акă, Людмила Ивановна мăшăрĕпе Иван Николаевичпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Аня амăшĕн çулĕ-пе кайнă. Тĕп хулари ача садĕнче воспитательте ĕçлет. Татьяна Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче 2-мĕш курсра вĕренет.

«Ĕç — пурнăç илемĕ, кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса кăна пырĕ. Хамăр суйласа илнĕ профессипе кăмăлтан тăрăшса çитĕнÿсем тусан, çемье сывлăхлă пулсан — хамăра телейлĕ туйăпăр»,— тет кăмăлтан пирĕн ĕçтешĕмĕр Л.И.Титова.

Людмила МИХАЙЛОВА,

вĕрентекен.

Чутей шкулĕ

Поделиться:
Распечатать