Йăлана кĕнĕ «Музея — парне» акци кăçал мартăн 2-мĕшĕнчен пуçласа 27- мĕшĕччен пычĕ.
Акци вăхăтĕн-че çулленех тĕрлĕ экспонатпа пуянланать музей. Кăçалхи çул уйрăмах тухăçлă пулчĕ темелле. Парнесенчен ытларахăшĕ — кĕ- некесем, хамăр Тăвай енпе, унăн паллă çыннисемпе, вырăнĕсемпе çыхăннă. Чылай автор куракансемпе тĕл пулма кăмăл тăвать. Сăмахран, Э.С.Ушаков, В.И.Разин, В.Г.Сидоров, А.В.Иванов (Сĕрмек), В.П.Нагорнов, В.Н.Алмантай, А.И.Иванов (Вăрмартан), Ю.В.Викторов (Чăваш художникĕсен союзĕ) тата ыттисем... Ыр кăмăллăх активисчĕсене хăйсен кĕнекисене парнеленĕшĕн пысăк тав.
Музейран аякра мар пурăнакан ял хастарĕсене те ырăпа асăнмалла. Акă, Виталий Викторов хăва хуллинчен çыхнă карçинккине, Петр Лаптаков йывăç катка, Михаил Яковлев тĕрлĕ хатĕр парса савăнтарчĕç. Кивĕ Пуянкассинчи Вениамин Иванов та (сăн ÿкер- чĕкре) кашни çулах тĕрлĕрен хатĕр-хĕтĕрпе пуянлатать музей сентрисене. Вăл парнеленĕ экспонатсем хушшинче утюгпа сăмавара, çĕвĕ машинине курма пулать. Пултаруллă алă ăсти те вăл, сĕтел-пукан туса тус-юлташĕсене парнелет.
Акă, паян та пушă алăпа килмен музея. «Акци иртнине пĕлсе маларах ĕçленĕ алă сависене парнелеме шут тытрăм,— терĕ, —хальхи вăхăтра хам та электричество станокĕсемпе усă куратăп». Сăхăтпуçĕнчи Лаврентий Даниловпа Октябрь выççăлккинчи Владимир Сергеев таврапĕлÿçĕсен парнисем те тивĕçлĕ вырăн тупнă кунта.
Пурне те пысăк тав. Килсе курма васкăр музея.
Владимир ФЕДОРОВ,
музей заведующийĕ