Çанталăк ăшăтнăçемĕн шыв-шур çинчи пăр хăйĕн çирĕплĕхне хăвăрт çухатать. Унăн хăрушлăхсăр хулăнăшĕ сахалтан та 7 сантиметр шутланать пулсан та, çуркунне ку виçе те шанчăксăр.
Çыран хĕрринчи лаптăксенче, юхан шывсем пĕрлешнĕ вырăнсенче тата юхăм участокĕсенче уйрăмах хăрушă. Çирĕп курăнсассăн та пăр кирек хăш самантра та çын йывăрăшĕпе катăлса кайма пултарать. Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру министерстви регионта пурăнакансене асăрхаттарать: пăр çине тухни инкек патне илсе çитерме пултарать.