Культура учрежденийĕсен ĕçне пулăшасси тата лайăхлатасси, культура пулăшăвĕсене пуриншĕн те юрăхлă тата пахалăхлă тăвасси пирĕн тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк Тăван çĕршыв Культури» проектне пурнăçланă май Тăвай муниципалитет округĕнчи культура учрежденийĕсен 2025 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.
«Пĕчĕк Тăван çĕршыв Культури» парти проекчĕн муниципалитетри координаторĕ халăха культура пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ĕç ÿсĕмĕн лайăх туртăмĕсене тата ирттерекен мероприятисен шучĕ ÿснине, округра пурăнакансене кÿрекен пулăшу пахалăхĕ лайăхланса пынине тата культура учрежденийĕсем пурлăхпа техника никĕсне самай çĕнетнине палăртрĕ.
Тăвайри культура çурчĕ хальхи техника хатĕр-хĕтĕрĕпе пуянланнă тата куракансемпе пултарулăх коллективĕсемшĕн хăтлă хутлăх пулса тăнă. Юлашки 5 çул хушшинче Нÿшкасси, Çĕнĕ Ишпуç тата Чÿкçырми ялĕсенче хальхи клубсем туса лартнă, вĕсем вырăнта пурăнакан çынсен культура хастарлăхĕпе общество пурнăçĕн центрĕсем пулса тăнă. Тĕмерпе Енĕш Нăрвашра та тĕпрен юсаса çĕнетнĕ клубсене çÿрет халăх, вĕсенче условисем лайăхланнă. Тăвайри халăхпа таврапĕлÿ музейне тĕпрен юсанă. Мероприятисемпе куравсем ирттерме хальхи зонăсем тупăнчĕç. Тĕп библиотекăра финанс пĕлĕвĕн модель библиотеки туса хунă. «Пĕчĕк Тăван çĕршыв Культури» парти проекчĕ пĕрлехи культура уçлăхне йĕркелемелли, чăваш культурин хăйне евĕрлĕх-не упрамалли тата пирĕн тăрăхра пурăнакансен социаллă пĕрлĕхне çирĕплетмелли чи пĕлтерĕшлĕ хатĕрĕ пулса тăрать.
Оксана КИРИЛЛОВА