Пĕр-пĕриншĕн ырă тĕслĕх пулса
«Ĕçчен, туслă, типтерлĕ тата хисеплĕ çемье»,— теççĕ ял çыннисем Кармалти Максимовсем пирки сăмах хускатсан. Çак кунсенче вĕсен хăтлă кил-çурчĕ умне çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри чарăна-чарăна ларчĕç. Сăлтавĕ те пысăк: пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче сумлă кил хуçи хĕрарăмĕ Мария Яковлевна Максимова 90 çул тултарчĕ.
Чи малтанах паллă юбилейпе Тĕмер ял территори уйрăмĕн начальникĕпе унăн çумĕ Геннадий Ивановпа Светлана Ярхунова ырă та вăрăм кун-çул сунса чечек çыххипе парне пачĕç. Ăшă салам сăмахĕсем çумне ялти ветерансен канашĕн председателĕпе хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Вера Кирилловапа Светлана Шашкова та хутшăнчĕç.
Маринкка аппа тесен ялта пурте пĕлеççĕ ăна. Хăйĕн пурнăçне медицина пунктĕнче санитаркăра ĕçлесе ирттернĕ. Çав хушăра колхоз ĕçĕнчен те юлман. Ĕçе чунтан парăнса тунăран, тÿрĕ чунлă пулнăшăн хакланă ăна. Мăшăрĕпе Николай Гавриловичпа 5 ача пăхса çитĕн- тернĕ. Вĕсем пурте вĕренсе пысăк должноçсем йышăнаççĕ, ырă тĕслĕхпе палăраççĕ.
Мария Яковлевнан пысăк та туслă çемйи — ачисем, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем пысăк ĕç тумалла чухне кар! пуçтарăнаççĕ тăван киле. Çемье ăшши те пĕр чăмăра пухать вĕсене. Юбилей ячĕпе кашниех юратнă амăшĕпе асламăшне-кукамăшне çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. «Ывăннине ан туй, чунупа хĕвел евĕр çутă пул, малашне те çывăх çынсемпе, тус-тăвансемпе савăнăçа пĕрле пайламалла пултăр»,— терĕç.
Максимовсен ачисем спортпа туслине те палăртса хăварас килет сăмах майăн. Тĕслĕх илмелли тăванĕ те пулнă. Мария Яковлевнан шăллĕ Павел Яковлевич Сысоев (27.02.1941 çулхи) — çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕ, Чăваш енре, Раççейре темиçе хутчен чемпион, 1971 çулта 3000 метра чăрмавсем урлă чупса Европа чемпионачĕн бронза призерĕ пулнă. Ун çинчен Тăвай район энциклопеди- йĕнче те çырнă. Вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентнĕ тăванĕсен ачисене те. Çакна палăртрĕ юбиляр калаçу вăхăтĕнче. Шăллĕн те кăçал юбилейччĕ, 85 çул тултармаллаччĕ.
Раиса ШУМОВА