1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 30 Март 2026 г.
27 марта 2026 г. 13:40

Тăхăрвуннă тултарнă, çĕр çула та çитмелле

 

Ватă çынсене саламласси, чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ пирĕн тăрăхра. Çак кунсенче «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн участникĕсемпе Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан сумлă ветерана, вăрçă ачине Елизавета Ильинична Герасимована 90 çулхи юбилейпа ăшшăн саламларăмăр. Пĕтĕм ыррине сунса чăваш юррисене юрларăмăр, ташшине те ташларăмăр. Лисук аппа хăй те пирĕнпе пĕрле юрларĕ, алă çупса ташлаттарчĕ. Шел те, хăй ташлаймасть çав, урисем ыратаççĕ, терĕ.

Вăл 1936 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче кун çути курнă. Амăшĕ Вăтаялĕн-чен Тăрмăша качча килнĕ. Çителĕк- лĕ пулнă çамрăк çемьен пурнăçĕ. Ачисем те пĕрин хыççăн тепри кун çути курнă, лайăххине кăна шанса ÿс-нĕ. Анчах... Хăрушă вăрçă пуçланнă 1941 çулта. Лисук ун чухне пилĕк çулта кăна пулнă пулин те йăлтах астăвать: амăшĕ тĕрленĕ сăмса тутрине ашшĕне парса ăсатнине, ăна юратса кĕтсе пурăнни çинчен каланине. «Часах килетĕп»,— тенĕ ашшĕ Лисука çÿле çĕклесе илсе.

Ашшĕ Илья Филиппович Филиппов 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă, арăмĕ патне юлашки çырăвне Ленинград облаçĕнчи Тихвин хулинчен октябрĕн 19-мĕшĕнче янă. Лисук амăшĕ пилĕк ачапа тăлăха тăрса юлнă. Мĕн тăвăн, пурăнмалла, ачасене ÿстерсе çын тумалла. Лисук, асли пулнă майăн, пĕчĕккисене пăхнă, пучах пуçтарма уя çÿренĕ. 9—10 çулсенче çурлапа тырă вырма тухнă, колхоз йĕтемĕнче те пĕве кĕричченех ĕçленĕ каникул вăхăтĕнче. Çимелли те, тăхăнмалли те нимех пулман вăл вăхăтра.

«Çанталăк та питĕ сивĕччĕ, мĕнле чăтса ирттернĕ-ши? — тесе тĕлĕнет вăрçă ачи. — Эпир ырра шаннă, пĕр-пĕрне пулăшнă, ваттисене сума сунă, хамăр çĕршыва юратнă, ертсе пыракансене ĕненнĕ. Кашни килтех 5—8 ачаччĕ. Выляма та туслăн, йышпа вылянă, ĕçлеме те ушкăнпа ĕçленĕ. Каç пулсан вăййа та тухса савăннă». Иваново хулине торф кăларма янă Лисука, унта ĕç питĕ йывăр пулсан та тăватă çул чăтнă вăл. Ĕçлесе илнĕ укçипе кăштах тумланкаланă. Унтан килсен чипер хĕре Тăрмăш каччи куç хывать. Çемье çавăраççĕ Николай Герасимовпа, ялти пек каласан, Карачăм Колипе. Аванах пурăнса каяççĕ, пÿрт лартма хатĕрленеççĕ, пурине хăпартса лартаççĕ ĕнтĕ. Хуйхă пырса çапать çамрăк хĕрарăма, мăшăрĕ сарăмсăр пурнăçран уйрăлать, 27 çултах. Икĕ ачипе тăлăха тăрса юлать: Коля — 3 çулта, Светлана — 1 çулта. Пÿрт ăшчиккине пĕчченех тара тытса тутарать. Кайран тепре качча каять, пĕр хĕр çуратать. Ăçта ĕçкĕ — унта вăрçă-хирĕçÿ. Кăна чăтаймасть Елизавета Ильинична арçыннине, кăларса ярать. Пĕчченех ÿс- терет ачисене. Канашри стройкăра та нумай çул тăрăшать, «Водоканалта» — 20 çул, колхозра та вăй хунă. Ачасене вĕрентмелле, çын тумалла çке-ха. Вĕсем чăнах та хитре, ăслă-тăнлă, пурте çемьеленнĕ. Халĕ Лисук аппана 6 мăнук, 9 кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ, килсех çÿреççĕ, саламлаççĕ, пулăшмалла чухне пурте çула тухаççĕ. Амăшне Светлана хĕрĕ пăхать, хăй те пÿртре кăштăртатса çÿрет. Ăс-тăн енчен аптăрамасть-ха, иртнине аса илсе мĕн чухлĕ каласа пачĕ чей ĕçнĕ вăхăтра. Чиркÿне çÿренĕ, Турра ĕненет. «Халĕ урасем япăхланнă хыççăн çÿ- рейместĕп çав»,— терĕ. Унта вăл мăнкун умĕн тасатма та çÿренĕ, чиркÿ тунă чухне те пулăшма кайнă, укçа пуçтарнă чухне те çынсенчен юлман. Пире те пил пачĕ, çав тери савăнчĕ саламлама килнĕшĕн. «Эсир ятарласа ман патах килтĕр-и вара?» — тесе темиçе хутчен те ыйтрĕ. Ял пуçлăхĕ Алексей Николаевич чечек çыххипе ăшă утиял панишĕн шутсăр хĕпĕртерĕ.

Асаилÿ çăмхи татах та тăсăлчĕ. Манăн аннепе Мария Соловьевапа колхозра пĕрле ĕçленине, чиркÿне пĕрле çÿренине аса илтĕмĕр.

Пурнăçĕ çăмăл пулман пулсан та, Елизавета Ильинична кăмăлĕпе яланах ырă пулнă, ачисене пулăшнă, халĕ вĕсем амăшне хÿтлĕхе илнĕ. Унăн Тав тата Хисеп хучĕ-сем те чылай, премисем илнине те каларĕ.

Чыслă та типтерлĕ пирĕн Лисук аппа. Эпир ăна халĕ тăхăрвуннă тултартăн, малалла çĕр çула та çитмелле пултăр тесе сывлăхпа ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телей сунтăмăр.

Елена МАТРОСОВА

Поделиться:
Распечатать