1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 30 Март 2026 г.
27 марта 2026 г. 13:35

Тăвай артисчĕсем — Тĕмер ялĕнче

 

Иртнĕ эрнере Тĕмерти культура çуртĕнче Флорида Булякова пьеси тăрăх лартнă «Карчăксем качча каяççĕ» комеди курса савăнтăмăр. Тăвайĕнчен килнĕ халăх театрĕн артисчĕсем çав тери ăста вылярĕç, хăйсене шанса панă рольсене чăн пурнăçри пек уçса пачĕç. Самаях култарчĕç куракансене, çĕкленÿллĕ, хаваслă кăмăлпа салантăмăр килсене.

Комеди хăй питĕ тарăн шухăшлă. Карчăксем ваттисен çуртĕнче пурăнаççĕ. Тăватă кинемин тăватă тĕрлĕ шăпа. Ырлăхран пуçтарăнман вĕсем кунта. Ватлăх, пĕчченлĕх хуçаланнă вĕсен шăпипе. Анчах та ялан ватă та пĕччен пулман-çке вĕсем. Çамрăк чух тĕрлĕ çĕрте ырми-канми ĕçленĕ. Çумра савнă мăшăрсем пулнă. Паллах, пурăнан пурнăçра хура-шур та, савăнăç та, хуйхи те пулать, чашăк-тирĕк те шăкăртатать. Йăлтах пĕрле чăтса ирттернĕ, анчах та мăшăрĕсем иртерех çĕре кĕнĕ. Çумра тĕрек пулмасан пурнăç çăмăлах мар. Çапла майпа лекнĕ ĕнтĕ ватăсем çак çурта. Кунта вара пĕр-пĕрне пулăшса, хуйха-суйха пĕрле пайласа, иртнине аса илсе, кун йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ кинемисем.

Пĕр кунхине çак çурта Абдулла тутар килни пач улăштарчĕ хĕрарăмсен чунĕсене. Вĕсем çĕнĕрен çамрăкланса кайрĕç. Çак тутарта хăйсен çăлăнăçне туйса илчĕç, тейĕн. Абдуллан пурте пур: çирĕп кил-хуçалăх, тутлă шăршă саракан чаплă, хĕрÿллĕ кăмака, крыльцаран аслă вăрман, вĕçсĕр-хĕр- сĕр уй-хир, çап-çутă кÿлĕ ал тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Анчах та шăкăл-шăкăл калаçса чуна пусарма, кирлĕ вăхăтра пулăшу пама алне тăсса паракан мăшăрĕ çитмест. Калаçнă май Абдулла çуртне Палька кинемин мăшăрĕ Работай купалани, чаплă кăмакине Ивановна комендантăн мăшăрĕ Матай ăсталани паллă пулчĕ. Çавна май çĕнĕрен хускалчĕç вĕсен чунĕ-сем. Асрах-çке пурнăç çулне пĕрле туптанă мăшăрĕсен ылтăн аллисем. Вĕçелюк та хăйне читлĕхри кайăк пек туять. Унăн, купăс каласа юрлама ăстаскерĕн, читлĕхрен вĕçсе тухса, вăрман, уй-хир çийĕн чунне ирĕке ярса юрă шăрантарас килет тейĕн. Нихăçан сăмах чĕнмен, хăлхи илтмест тесе шухăшланă чи ватă кинеми те çĕнĕрен чĕрĕлсе çунат хушнăн ыттисемпе танах ташша ярать, чĕлхи те уçăлать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ чун нихăçан та ватăлмасть, тесе.

Ман шутпа, пьеса тăрăх çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: кашни çыннах хăйсем çавăрнă, хăтлăх кÿнĕ кил-çуртрах мăшăрĕсемпе, ачисемпе шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса, савăнса пурăннине нимĕн те çитмест.

—Маттур, Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар,— терĕç куракансем Лариса Соловьева, Ирина Евдокимова, Оксана Храмова, Анна Зайцева, Эльза Николаева, Виталий Кузьмин вылянипе киленнĕ май. Спектакле лартаканĕ — Валентина Шакшина.

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче культура тытăмĕнче ĕçлекенсен кунĕ пулчĕ. Ял-йыш ячĕпе професси уявĕ- пе саламлатăп сире. Спектакльте вылякансен хушшинче те культура ĕçченĕсем пур. Эсир, пултаруллă та пуçаруллă çынсем, пирĕн пурнăçа çутăрах та пуянрах тăватăр. Хăвăрăн чун ăшшине, ăсталăхăра парнеленĕшĕн тав тăватпăр. Уяв кăмăл-туйăмĕ, ĕçре çитĕнÿсем тата хавхалану сунатпăр!

Венера МЮРЕСОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Тĕмер ялĕ

Поделиться:
Распечатать