Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн делегацийĕ Чăваш Енри туристсене кăсăклантарма пултаракан вырăнсемпе паллашнă.
Самар, Херсон облаçĕсенчен, Хусантан, Чулхуларан, Мускавран пулнă хăнасем. Куславккари Николай Лобачевскин музей-çуртне çитсе курнă, ку тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашнă, Атăл хĕрринче уçăлса çÿренĕ. Тĕлпулу «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн иртнĕ. «Чĕмсĕр чикĕсем тăвакансене» мемориал комплексне те çитсе курнă.
Юлашки çулсенче Чăваш Енре культура, медицина, паломник, производство, гастрономи, çавăн пекех вĕрентÿ туризмĕ аталанать. Ачасемпе ĕçлесси çине тимлĕх уйăраççĕ. «Историпе экономикăн тĕрлĕ отраслĕпе тĕплĕн паллаштарнă май эпир çитĕнекен ăрăва хăйсен Тăван çĕршывĕ çине çĕнĕлле пăхма пулăшатпăр. «Çул çÿрев кĕнеки» проект 2023 çулта 100 пин вĕренекене пĕрлештерчĕ. Регионти малта пыракан 38 предприятире тата музейсенче вĕсем валли чĕрĕ уроксем ирттернĕ. Çавăн пекех «Тăван тавралăх тăрăх кутамкка çакса утатăп» кăсăклă проект та пурнăçланать. Унпа шкул çулне çитмен ачасем ашшĕ-амăшĕпе тата педагогсемпе пĕрле интерактивлă форматпа Чăваш Ен культурипе çут çанталăка тĕпчеççĕ»,— тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Патшалăх управленийĕн ăсти» программине хутшăнакансемпе тĕл пулнă вăхăтра.
Шупашкарта Чăваш тĕррин тата Раççей тĕрленĕ карттин музейĕсем ĕçлеççĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне çур çулта 40 пин ытла турист килсе курнă.