Хĕлле тата çуркуннелле кайăк-кĕшĕк ытларах чирлет. Вĕсем çак тапхăрта инфекци чирĕ çаклатма пултараççĕ.
Автан апчхулатни, йывăррăн сывлани, куçĕпе сăмси юхни инфекци лекнине систерет.
Çав чирсенчен пĕри —Микоплазмоз, бактери чирĕ. Килти кайăк-кĕшĕк хушшинче ку чир уйрăмах анлă палăрать.Чир ашшĕ-амăшĕнчен çăмартана, унтан чĕпе куçать, çавăн пекех шывпа комбикорм урлă лекет.
Сывлăшпа та куçма пултарать. Чир епле иртесси чăх-чĕп иммунитетĕнчен, ăна мĕнле пăхнинчен, мĕн çитернинчен нумай килет.
Чирлĕ автана ыттисенчен уйăрма, чăх витине тасатма тата дезинфекцилеме тивет. Антибиотикпа сиплемелле итетрациклинпа, ауремицинпа. Инструкцире кăтартнă пек.