Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Утмăл çул тултарчĕ кăçалхи январьте манăн йăмăкăм та — Шупашкар районĕнчи Анаткас ялĕнче пурăнакан Екатерина Ивановна Григорьева (Данилова) та.
Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ эпир— вунă ачаран çиччĕмĕшĕ вăл. Ĕмрипех шкулта ачасене вĕрентрĕ, 36 çул унăн педагогика стажĕ. Çав вăхăтрах, хореографие алла илнĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе — баянпа, гитарăпа, купăспа ăста вылять.
Алă ăсти те, пĕр вăхăтрах чăваш хĕрарăмĕн тумне те ăсталанă вăл. Халь Ишекри краеведени музейне ĕçе çÿрет, вырăнти таврапĕлÿçĕсене кĕнекесем кăларма пулăшать, вĕсен ĕçĕсене хаклав парать.
Çут çанталăка халалланă фотокуравсем йĕркелет, вĕсене юлташĕсемпе пĕрле çырлана, кăмпана çÿреме те вăхăт тупать. Мухтанатăп хамăн йăмăкăмпа.
Лаврентий ДАНИЛОВ, Сăхăтпуç ялĕ