1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 9 Май 2024 г.
10 января 2020 г. 12:50

«Ял ĕçченне» лавккаран илсе тăраççĕ

«Тăвайри кооператив» потребобществăн Çĕнĕ Ишпуçĕн- чи лавкки çынсене куллен кирлĕ таварсемпе епле тивĕçтерни çинчен çулла çырса кăтартнăччĕ-ха район хаçатĕнче. Лавккана пыракан çынсене ун чухне Светлана Николаевна Походкина тарават кĕтсе илетчĕ, тĕрлĕ тавар сĕнетчĕ, çакăнпа çынсем кăмăллăччĕ.

-Юрать-ха, аса илтертĕр. Ку таварĕ питĕ кирлĕччĕ-ха килте,-тесе тав тунăччĕ сутуçăна пĕр çамрăках мар хĕрарăм.

Ял лавкки чухăн мар, тĕрлĕ тавар пур ял çыннисем валли. Çавăнпа тĕрлĕ япала илнĕ чухне манăçасси те пулма пултарать авă.

Наталия Малова сутуçăран тухнăранпа Çĕнĕ Ишпуçĕнчех пурăнакан Екатерина Вячеславовна Морозовапа пĕрле ĕçлеççĕ халĕ. Райпо лавкки, мĕнле калас, ĕлĕкренпех çывăх çынсене. Кашнинче темтепĕр туянмасан та, çăкăр-булка илме те пулса кĕрсе тухаççĕ унта. Эрех-сăра туянакасем те çук мар - çавăнпа ял лавкки ĕнтĕ вăл. Пурнăçра пурте кирлĕ пулма пултарать. Шурă эрехпе тип çу тата сĕт ĕçтерсех ĕнине кÿпĕннинчен çăлса хăварнине каласа пачĕ пĕри. Пыра йĕпетес шухăш мар ун пек чухне - ĕнене, çемьешĕн çур пурнăç пулса тăраканскере, çăлса хăварассишĕн ăшталанатăн пикенсе.

Кĕсьере укçа пулсан, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те туянмалли çук мар лавккара.

Унсăр пуçне юлашки çулсенче район хаçатне те ялти лавкка урлă илсе тăма пуçларĕç ялта пурăнакансенчен хăшпĕрисем. Ку енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ су-туçăсем çынсене. Хакĕ те пысăк мар çур çуллăха çырăнма - 250 тенкĕ. 2019 çулхи иккĕмĕш çурçулта 13 ял çынни илсе тăнă «Ял ĕçченне» лавкка урлă. Питĕ кăмăллă вĕсем çакăнпа. Кăçал та унран кая мар çырăнасса шанать Светлана Николаевна. «Тен, ытларах та пулĕ: пĕри те тепри сĕт укçи илсенех район хаçатне çырăнма килетпĕр сан пата теççĕ»,-каласа парать Светлана Походкина сутуçă.

Поделиться:
Распечатать