1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
16 октября 2020 г. 11:33

Кăмăллă тĕлпулу малалла ăнтăлма хистет

Мĕн тери илемлĕ, çутă хĕвеллĕ, çуллахи пек лăпкă кунсем парнелерĕ пире кĕркунне! «Пукрав ăшши» те хăйĕн вăхăтне «палăртса» хăварма манмарĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шăпах çак тулăх тапхăрта çулсеренех ял хуçалăх ĕçченĕ-сен професси уявне паллă тăваççĕ. Чăннипех те пархатарлă тыр пулпа аш-какай, çĕр улмипе сĕт-çу, тата этеме кунсерен кирлĕ ытти апат-çимĕç продукчĕсем туса илекенсен ĕçĕ-хĕлĕ.

Агропромышленноç тытăмĕнче нумай çул тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канури ветерансене (сăн ÿкерчĕкре) те пырса тивеççĕ мухтав сăмахĕсем. Вĕсен ырă ĕçне манăçа хăварас мар тесе, АПК ветеранĕсен Чăваш Енри пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕ (ертÿçи М.Я.Яковлев), кăçал та колхоз-совхозсенче, ял хуçалăха тивĕçтерекен предприяти-учрежденисенче тăрăшса нумай çул вăй хунă çынсене — обществăлла организаци членĕ- сене пухса кĕрхи уявпа саламлама майсем тупрĕ. Каварлă коронавирус чирĕн тапхăрĕ малалла тăсăлнине шута илсе, Союз членĕсене пÿлĕмре мар, уçă сывлăшра чыс тума май пулчĕ.

Çут çанталăк ытамĕнче тĕлпулура саламлă сăмахсене ĕçтешĕсем патне АПК ветеранĕсен уйрăмне ертсе пыракан М.Я.Яковлев çитерчĕ. Вĕсен тÿпи район экономикине аталантарас ĕçре чăннипех сулмаклă пулнипе пĕрлех, общество пĕрлĕхĕ çирĕп, коллектив туслă та мал ĕмĕтлĕ пулнине палăртса хăварчĕ вăл.

Чăн та, АПК ветеранĕсен Совечĕн ырă ĕçĕсем курăмлă, вĕсене район хаçатĕн-че пĕрре кăна мар çутатнă. Ман шутпа, вăл «хут çинче» ĕçлекен организаци мар, хăйĕн витĕмне конкретлă ĕçсемпе çирĕплетет.

Районти уйрăм паянхи куна 24 члена пĕрлештерсе тăрать. Тĕпрен илсен, ял хуçалăх производствине йĕркелекенсем, хуçалăхсен ертÿçисем, тăван тăрăха, юратнă профессине чунтан парăннă çынсем вĕсем. Çĕнĕрен илнисен шутĕнче — нумай çул район «тилхепине» шанчăклăн тытса пынă В.А.Ванерке.

М.Я.Яковлев пухăннисене çак кунсенче кăна иртнĕ уявпа ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ, малашне те организаци ĕçне хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Çакна палăртса хăварни вырăнлă: Михаил Яковлевич, çулĕсене пăхмасăрах, АПК ветеранĕсен Советне çÿллĕ шайра ертсе пырать. Республикăри Союзăн ĕçне йĕркелекенсемпе кулленхи çыхăнура ывăнма пĕлмен ветеран. Член укçисене вырăна çитерессипе, удостоверенисемпе значоксене, хисеп хучĕсемпе парнесене кÿрсе килессипе тăтăшах тимлеме тивет. Районти влаç органĕсемпе те шанчăклă çыхăнура вăл.

Уявпа çыхăннă тĕлпулура аслă ăру çыннисене район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуç-лăхĕ Н.Р.Краснов, тĕп специалист Е.А.Михайлова саламларĕç, отрасльри лару-тăрупа паллаштарчĕç.

Районти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ ветерансен тĕлпулăвне чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Чечен чăваш тумĕллĕ, янкăр уçă саслă çамрăк юрăçсем — А.Алексеева, Н.Иванова, Р.Маркова, В.Абржина, Н.Никифорова, М.Иванова, И.Ефимова, В.Степанов ăстаçă-баянист (сăн ÿкерчĕк-ре) аслă юл-ташĕсене кăмăла çĕклекен кĕвĕсемпе чăннипех савăнтарчĕç, малалла пурăнма хăват парнелерĕç. Кăмăллă тĕлпулу йĕркеленĕшĕн, юрă-кĕвĕпе савăнтарнăшăн, пысăк тав сăмахĕ каларĕç уява пухăннисем.

Поделиться:
Распечатать