1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 21 Октябрь 2020 г.
16 октября 2020 г. 11:40

Обществăн ĕçченĕсем хастар

Иртнĕ эрнере ял хуçалăх ĕçченĕн тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне паллă турĕç. Юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, кăçал 22-мĕш хут уявлаççĕ ăна Раççейре çуллен.

Республикăри агропромышленность комплексĕнче пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ, çĕнĕ фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ, потребительсен кооперацийĕ çирĕпленет. Ял хуçалăх продукцине сутмалли рыноксем анлăланаççĕ, экспорт ÿсет.

Пирĕн районти ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те кăçал тухăçлă тырпул пухса кĕртрĕç. Вырмана хутшăннă комбайнерсенчен тăххăрĕшĕ хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçланă. «Акконд-агро фирма» общество комбайнерĕ Андриян Анатольевич Александров пĕлтĕр «Чи лайăх комбайнер—2019» ята çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал та вăл хăйĕн позицине никама та паман, пурĕ 1942 тонна (районта чи нумаййи) тырă çапса тĕшĕленĕ çĕнĕ «Acros-550» маркăллă комбайнпа.

—Шăпам мана ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Малтан «Трудовой путь» ЯХПКра хавхаланса тăрăшнă. Халь çичĕ-сакăр çул «Акконд-агро фирма» обществăра вăй хуратăп. Ĕç тухăçлăхĕ пĕтĕмпех хăвăнтан килет, çанă тавăрса, тар кăларса ĕçлесен кăтартусем те аван пулаççĕ,—тет Андриян Анатольевич. Комбайнерсен ăмăртăвĕнче Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Виктор Владимирович Николаев — иккĕмĕш (1854 тонна), «Акконд-агро фирма» обществăри Николай Иванович Зайцев виççĕмĕш (1568 тонна) вырăна тухнă. Обществăри Дмитрий Кузнецов (3 çул), Александр Суркин (8 çул) тата Артемий Петров (5 çул) механизаторсене те ырăпа палăртмалла, хăйсене шанса панă техникăсене тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра техникăна хĕле хатĕрлеççĕ.

Поделиться:
Распечатать