1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
16 октября 2020 г. 11:36

Почта кунĕ иртнĕ

Çулсерен юпа уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери почта кунне уявлатпăр. 1874 çулта çак кун Пĕтĕм тĕнчери почта союзне йĕркеленĕ, 22 çĕршыв хушшинче Раççей те пулнă унта.

Паян Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн управленийĕнче 3000 çын ĕçлет. Пурĕ почта çыхăнăвĕн 375 уйрăмĕ тивĕçтерет, вĕсен 70 проценчĕ ялсенче ĕçлеççĕ.

Почтальонсенчен кашнине 875 çынлă участок шанса панă, 15 çухрăм куллен утаççĕ вĕсем.

Сакăр уйăхра кăçал Чăваш Республикинче 2,4 миллион çырупа бандероль тата посылка, 5,6 миллион пичет изданийĕ валеçнĕ. 1 миллион та 350 пин пенсисемпе социаллă тÿлевсем панă. Раççей почти хăйĕн ĕçне цифрăллă сервиссене кĕртет. Официаллă сайтпа мобильлĕ хушăмсенче посылкăсемшĕн, чи пĕчĕк пакетлă таварсене киле çитернĕшĕн тÿлеме пулать.

Пирĕн районти Тăвай ялĕнчи почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем тивĕçтернипе çынсем кăмăллă. Пĕр уйăхра 5705 хаçатпа журнал, 270 посылка тата 2265 çыру валеçнĕ вĕсем. Пенси укçи параççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. Кунти ĕçсене Е.Федотова чылайранпа ăнăçлă йĕркелесе пырать. Маринăпа Наташа Осиповасем, амăшĕпе хĕрĕ, оператор тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ, клиентсемпе ăшшăн калаçаççĕ. О.Петрова, Ю.Тартус, И.Евдокимова, О.Никитина, Э.Виноградова почтальонкăсене те ырăпа кăна палăртмалла. Кирек мĕнле çанталăкра та çула тухаççĕ вĕсем, килрен-киле çитсе пичет кăларăмĕ-сем валеçеççĕ, пенси укçи параççĕ, кирлĕ тавара киле çитереççĕ. «Ял ĕçченĕ» хаçата вулакансем патне вăхăтра çитерессишĕн те тăрăшаççĕ.

Обществăлла ĕçсене хаваспах хутшăнаççĕ, территорине тирпейлеççĕ (сăн ÿкерчĕкре) çыхăнуçăсем.

Поделиться:
Распечатать