1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
16 октября 2020 г. 11:38

Ылтăн туйне уявланă

Тăвайра пурăнакан Татьяна Александровнапа Валентин Алексеевич Алексеевсем пĕрле пурăнма пуçлани çур ĕмĕр çитнине уявларĕç юпа уйăхĕн вуннăмĕшĕнче.

Çемье пуçĕ çул-йĕр хуçалăхĕнче 44 çул вăй хунă. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист пулнă вăл. Унăн мăшăрĕ вара тивĕçлĕ канăва тухичченех ял хуçалăх производствинче тăрăшнă. Ĕçĕсенче палăрнăшăн вĕсем Хисеп хучĕсемпе ытти тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă, ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те. Çулĕсене пăхмасăр ахаль ларма пултараймасть туслă мăшăр, ĕне, качакасемпе сыснасем пăхать, пахчинче ĕçлет. Юбилярсен виçĕ хĕр, ултă мăнук, вĕсен икĕ ачи пур.

Татьяна Александровнапа Валентин Алексеевич çывăх çыннисемпе туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртеççĕ.

Алексеевсем ылтăн туйне тăванĕсемпе пĕрле паллă турĕç. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова ăшшăн саламларĕ, юбилейлă туйсен кĕнеки çине алă пустарчĕ «çамрăксене». Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем музыка саламĕ парнелерĕç. Ачисемпе мăнукĕсем туслă мăшăра юратупа, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

«50 çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнтăмăр. Малашне те çапла, алла-аллăн тытăнса, çул хыççăн çул хыçа хăварăпăр. Пĕр-пĕрне хисеплесен, хакласан пурте лайăх пулать»,—тет мăшăр.

Поделиться:
Распечатать