1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
2 октября 2020 г. 21:21

Пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ

—Володя, тăхта-ха, пирĕн çăкăр илмелле, çак магазина кĕрсе тухам-ха,—чĕвĕлтетрĕ пĕчĕк пÿ-силлĕ хĕрарăм юнашар утакан мăшăрне чарса.

—Чей ĕçме печени те кирлĕ, Зоя,— йăл кулса сăмах хушрĕ арçын.

Вĕсене сăнанă май çывăхрах паллашас ĕмĕт çуралчĕ. Яланах пĕрле çÿ-реççĕ. Мăшăр кăвакарчăна аса илтереççĕ. Район центрĕнчи Ленин урамĕн-че хăтлă кил хуçалăх йĕркеленĕ Петровсем.

Çемье пуçĕ, Владимир Николаевич 1953 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Тăвай ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Унтан «Советская Россия» колхозăн механизаторĕнче ырă тĕслĕх кăтартнă. Газ участокĕнчи йĕркелĕхе сăнаса тăнă пĕр хушă тăрăшуллă арçын. Шел, ăнсăртран инкеке лекнĕ, 18 çул каялла хĕрĕх градуслă сивĕре икĕ аллине те татмаллах шăнтнă. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пуçне усмасть, икĕ алли те протезпа пулсан та, кил хуçалăхри вăйĕ çитнĕ ĕçсене тăвать.

Ачасем сипленекен уйрăмра больницăра выртма тÿр килетчĕ хăш-пĕр чухне пĕчĕк ывăл-хĕрсемпе пĕрле. Зоя Геннадиевна санитаркăпа калаçаттăмăр тăтăшах. «Ан кулянăр, сывалать»,—тесе лăплантаратчĕ вашават хĕрарăм. Хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçланисĕр пуçне тахăш самантра кил ху-çалăхĕнчи выльăх-чĕр-лĕхĕ патне кайса килме те ĕлкĕретчĕ вăл. 26 çул Тăвайри тĕп больницăра тăрăшнă харсăрскер, малтан Çĕнĕ Шупашкар хулинче стройкăра ĕçлесе пурăннă. Зоя Петрова — Канаш районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт хĕрĕ. Тăвай каччипе 1975 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕнĕ çемье çавăрнă вĕсем.

Пилĕк ача чун парса ÿс- тернĕ, хăш-пĕрисене çемьелентернĕ туслă мăшăр.

Георгий «Коммунальник» обществăра тĕп инженерта тăрăшать, авланнă, виçĕ ача çитĕнет кĕçĕн Петровсен. Наталья «АККОНДМОЛОКО» обществăра ырă тĕслĕх кăтартать, икĕ ача амăшĕ вăл. Виктор аслă пĕлÿ илнĕ, Мускава ĕçлеме çÿрет. Артур та пиччĕшĕ пекех лайăх вĕренсе дипломлă пулнă, çĕршывăн тĕп хулинче ĕç вырăнĕ тупнă. Радий «Коммунальник» обществăра электросистемăна пăхса тăнă. Халь Иваново хулинче вăй хурать, икĕ ачаллă çемйи çителĕк- лĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе тимлет.

Аслă Петровсем çитмĕл çулалла çывхараççĕ пулин те, кил хуçалăхра харсăр-ха, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, сысна, чăх-чĕп, вăкăр пăхаççĕ.

—Ачасем пулăшаççĕ пире, манмаççĕ, килсех çÿреççĕ. Йывăр ĕçсене вĕсемпе пĕрле пурнăçлатпăр,—тет чипер пит-куçлă Зоя Геннадиевна. Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне çĕкленÿл- лĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç Тăвайри Петровсем. «Алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса, юратса пĕр ĕмĕр пурăнма ĕмĕтленетпĕр. Инкек-синкек пирĕнтен пуринчен те пăрăнса ирттĕр, умра телейлĕ пурнăç кăна пултăр»,—пурне те ырлăх-сывлăх сунаççĕ вĕсем.

Поделиться:
Распечатать