1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
2 октября 2020 г. 21:25

Раççей премьер-министрĕ — Чăваш Енре

Чăваш Енре Михаил Мишустин ĕçлĕ визитпа пулнă.

Правительство пуçлăхĕ Шупашкарти икĕ предприятире пулнă: малтан «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнне кĕрекен «Текстильмаш» предприятие çитсе курнă, унтан «Ростех» патшалăх корпорацийĕн «Технодинамика» холдингĕн «В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционер обществин ĕçĕпе паллашнă, унăн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.

Мероприятисене Раççей промышленноçпа суту-илÿ министрĕсем Денис Мантуровпа Антон Силуанов хутшăннă.

Михаил Мишустин Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕлпулу ирттернĕ. Вăл республикăн çĕнĕ ертÿ-лĕхĕ кĕске вăхăтра регион аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлеме ĕлкĕрнине пысăка хурса хакланă, халăх шанăçĕ — иртнĕ суйлавра сасăсен 75 ытла процентне пухни — Олег Николаева умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшасса шаннине палăртнă. М.Мишустин Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине мĕнле пурнăçланипе кăсăкланнă. Олег Николаев регион Раççей Правительстви енчен кÿрекен пысăк пулăшăва туйнине палăртнă май çакăншăн тав тунă. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăрма палăртнă укçан пĕр пайне илнине пĕлтернĕ, унпа мĕнле усă курассипе паллаштарнă. Укçа малтанах предпринимательлĕ- хе пулăшма кайĕ, çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ. Малашнехи тĕллевсен шутĕнче вара — çĕнĕ технопарксем тăвасси, инфратытăм проекчĕсене пурнăçласси.

Михаил Мишустин Олег Николаева палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе ăнăçу суннă.

Поделиться:
Распечатать