1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
2 октября 2020 г. 21:23

Сумлă та пысăк ĕç

Нумаях пулмасть «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра «Тăвай районĕн энциклопедийĕ» пичетленсе тухрĕ. Ку — академиллĕ кăларăм. Ăна хатĕрлесе, пухса-йĕркелесе редакцилекенĕ В.Я.Шакров педагог-ветеран. Рецензенчĕ — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директор çумĕ, истори наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ — хамăр ентеш, Нÿшкассинче çуралса ÿснĕ Г.А.Николаев.

Энциклопеди район историйĕпе, обществăлла тата административлă тытăмĕпе, ял хуçалăх, промышленность предприятийĕсемпе, тĕрлĕ сферăри организаци-учрежденипе, Тăвай енĕн пултаруллă та сумлă çыннисемпе паллаштарать. Унта вырнаçтарнă чылай статьяна «Чăваш энциклопедийĕ» (Ш., 2006—2011), ытти вун-вун кĕнеке-справочниксенчен илнĕ пулсан та, çапах кĕнекери материалсен пысăк пайне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, культура, вĕрентÿ ĕçченĕсем, педагог-ветерансем пухса хатĕрленĕ.

Владимир Яковлевич Шакров каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле районти энциклопедие 1795 статья вырнаçтарнă, çав шутра 1324-шĕ — районта çуралса ÿснĕ паллă та пултаруллă çынсем çинчен. Ыттисем вара районти ялсен, тĕрлĕ ĕç тытăмĕсен кун-çулĕпе çыхăннă, районти тĕрлĕ пулăмсене çутатса паракан материалсем. Энциклопедие 105 иллюстраципе тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксемпе, географи карттисемпе пуянлатнă.

Район энциклопедийĕ — унăн тĕкĕрĕ, ĕнерхи тата паянхи кун-çулне сăнлакан кĕнеке. Çакнашкал кăларăмăн тĕп тĕллевĕ — тăван тавралăхăмăрăн историлле аталанăвĕн тапхăрĕсем, районăн паллă çыннисем çинчен хальхи тата килес ăрусене каласа парасси, хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршывăмăра юратма, хисеплеме, унпа мухтанма вĕрентесси. Çакна шута илсе çирĕппĕнех çапла калама пулать: район энциклопедине пухса йĕркелеме, ăна пичетлесе кăларма ырми-канми тăрăшнă вун-вун ентеш калама çук пысăк, тÿрех хакласа пĕтерейми пархатарлă ĕç турĕç. Хĕпĕртесе мăнаçланар тăван районăмăрăн сумлă энциклопедийĕ пуррипе.

Поделиться:
Распечатать