1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
26 октября 2020 г. 20:07

Сире мĕнле кĕнеке килĕшет

«Литературăллă Чăваш Ен: 100 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» ятлă вулав референдумне Тăрмăшри библиотека та хутшăннă. Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалланă ăна. Чăваш Республикин наци библиотеки йĕркеленĕ ку мероприятие. Тăрмăшри библиотека вулавçисем те «Чăваш Енĕн литературăллă пуянлăхĕ: вуламалли 100 кĕнеке» сайт çинче хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Акă, Елена Павловна Егорова пĕр ĕмĕр вуланакан кĕнеке пирки сасăланă. Н.Мранька çырнă «Ĕмĕр сакки сарлака» ятлă кĕнекене çынсем халĕ те юратса вулаççĕ тесе шухăшлать вăл. Библиотекăри «Литературăллă Чăваш Ен: пĕр ĕмĕр чи вуланакан кĕнеке» куравпа та паллашма пултараççĕ çынсем. Унта чăвашла çырнă кĕнекесене тăратнă.

Поделиться:
Распечатать