1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
26 октября 2020 г. 20:09

Ялти хĕрарăмсен уявĕпе

Пĕтĕм тĕнчери ялти хĕра-рăмсен уявне паллă турăмăр иртнĕ кĕçнерникун. Эпир пурте тенĕ пекех ялта çуралса ÿснĕ, çĕр çинче ĕçлесе пурăнатпăр, выльăх-чĕрлĕх çитĕн-теретпĕр.

Астăватăп-ха, 70-мĕш çулсенче çуллахи каникулта аннесемпе уя ĕçлеме каяттăмăр, çĕрулми, выльăх кăшманĕ çумлаттăмăр, купăста шăвараттăмăр. Уçланкăра утă хатĕрлеме юрататтăмăр уйрăмах. Каçсерен йĕтем çинче тырă типĕтме еплерех лайăхчĕ тата.

Халь пирĕн аннесем тах-çанах тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вăй çитнĕ ĕçсене тăваççĕ. Вĕсем аллисем ывăннине пĕлмеççĕ тейĕн, уйрăмах уçă çĕрте ĕçлеме кăмăллаççĕ ялти хĕрарăмсем. Сирĕн пахча çимĕç тухăçлă пултăр, выльăх-чĕрлĕх ăнăçлă çитĕн-тĕр. Илемлĕ, ырă кăмăллă, вăй-халлă пулăр, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнăр ялан. Мучар ялĕнчи хĕрарăмсене уяв ячĕпе çапла саламларĕç культура çуртĕнче ĕçлекенсем. Ялшăн тăрăшакан кинемейсемпе чиперккесене ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Поделиться:
Распечатать