1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
30 октября 2020 г. 18:19

Ачасем кĕркуннепе паллашрĕç

Кĕркунне — çулталăкăн асамлă тапхăрĕ. Малтан ун чухне ылтăн тĕс ху-çаланать таврара, йывăçсене чылайччен сăнаса пăхса тăрас килет. Çак илеме нумаях пулмасть Тăвайри «Радуга» шкулчченхи учреждение «Одуванчики» аслă ушкăна çÿрекенсем хăйсен куçĕ-семпе курса хĕпĕртерĕç. Л.В.Фомина воспитательницăпа пĕрле уçăлса çÿ-ренĕ чухне тавралăхăн улшăнăвĕсене сăнарĕç, кĕркуннепе çуллана танлаштарчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсенчен эрешсем ăсталарĕç. Вĕсен илемĕсемпе киленчĕç, çулçăсенчен çыхăсем турĕç. «Чи пысăк çулçа туп», «Чи нумай çулçă кам пухать?», «Хăш йывăç çинчен ÿкнĕ ку çулçă?» вăйăсем вылярĕç. Çулçăсене чăштăртаттарса утрĕç, юлашкинчен пуçтарчĕç вĕсене.

Ясли-сад пахчинче çÿренĕ чухне пĕчĕккисем кĕркунне çинчен хăйсен пĕлĕвне чылай çирĕплетрĕç.

Поделиться:
Распечатать