1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
30 октября 2020 г. 18:19

Йăла-йĕркесене упраса палăрнă

«Эреш» орнамент-фест Чăваш енри тĕрĕ ăстисене, культурăпа вĕрентÿ, наука сферисен представителĕсене, чăваш эрешне юратакансене иккĕмĕш хут пуçтарчĕ. Икĕ куна пычĕ фестиваль.

Республикăри фольклор коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе уçăлчĕ программа. А.Уляндина юрăç, «Ярды» фолк-ушкăн, Шупашкар районĕнчи «Сурпан» ташă ансамблĕ, «Каçал» тата «Шордан» фольклор ансамблĕсем сцена çине тухрĕç. Унтан «Ăстаçăсен марафонĕ» тĕрĕçсен конкурсĕ чăваш тĕррисен музейĕнче иртрĕ. Иккĕмĕш кунне наци костюмĕсемпе паллашрĕç пухăннисем. Чăваш Енри, Чĕмпĕрти, Санкт-Петербургри ăстаçăсем хутшăнчĕç ку мероприятие. Унта Чĕмпĕр облаçĕнчи Гончаров ячĕллĕ краеведени музей пайĕн заведующийĕ С.Кольцов тата 14 çын пулнă. «Кичем мар кулленхи йăла» конкурс кăсăклă иртнĕ.

Пирĕн районтан унта Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнчи Надежда Васильева «Йăлана кĕнĕ чи лайăх костюм» номинацире пуçа тăхăнмалли наци капăрлăхĕпе тата вĕтĕ шăрçасенчен тунă япаласемпе хăйĕн пултарулăхне кăтартнă (сăн ÿкерчĕкрисен хушпăвĕпе тухйисем).Регионсем хушшинчи II «Эреш» орнамент-фестăн дипломанчĕ пулса тăнă вăл.

Поделиться:
Распечатать