1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
30 октября 2020 г. 18:23

Тăрăшуллă механизатор

Чăваш Енре уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ, çитĕнтернĕ тухăçа тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Ял çыннисем, хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа, çулталăка ăнăçлă вĕçлессишĕн тимлеççĕ. Пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕсем те маттур пулнă ку енĕпе.

«Акконд-агро фирма» обществăра вара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектар пуçне 38,4 центнерпа танлашнă, коллективăн сăвăм кăтартăвĕ те начар мар.

Малта пыракан хуçалăх ĕçченĕсемпе паллашма çула тухрăм пĕр ирхине. «Акконд-агро фирма» общество территорине кĕме маска тăхăннăччĕ, хуралта ĕçлекен ÿт температурине те виçрĕ. Çакăн хыççăн тин малалла иртме ирĕк пачĕç. Комбайнсен ураписене шуратса ĕлкĕрнĕ, тырă вырмалли техникăна хĕле хатĕрлесе лартнă та пулас эппин. Вĕсем çумĕнче арçынсемпе каччăсем тĕрмешетчĕç.

Çывăха «Беларусь-1221» маркăллă çĕнĕ трактор çитсе чарăнчĕ ак. Утмăл çулсенчи арçын тухрĕ кабинăран. Владимир Николаевич Герасимов механизатор иккен.

—Мĕнле ĕç пурнăçлатăр-ха паянхи кунпа килĕшÿллĕ тракторпа?— ин-тереслентĕм унпа паллашнă хыççăн.

— «Акконд-агро фирма» обществăра виçĕ çул ĕçлетĕп. Коллективăн техники тивĕçлĕ шайра пулни кăмăла каять, ĕçлеме лайăх. Фермăран тислĕк турттаратпăр хальхи вăхăтра,—терĕ арçын.

Кулленхи ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшать В.Герасимов, трактора ту-хăçлă ĕçлеттерет. Корреспонденцие пичете хатĕрленĕ кунсенче вара вăл отпускра пулнине пĕлме тÿр килчĕ.

Поделиться:
Распечатать