1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:40

 Çĕнĕ тĕпчев кĕнекисем

Эдуард Сергеевич Ушаков Тăвай районĕн, уйрăмах Тăрмăш ялĕн историйĕсен паллă тĕпчевçи пулса тăрать. Вăл тĕрлĕ архив докуменчĕсене тĕпчесе ĕлĕк пулнă тĕрлĕ пулăмсене çутта кăларать. Паянхи куна вăл тĕрлĕ тематикăпа 20 кĕнеке пичетленĕ, Тăрмăш, Лачкасси, Амалăх ялĕсен историйĕсене çырса кăтартнă. Иртнĕ эрнере вăл Тăрмăшри библиотекăра юлашки çулсенче кăларнă çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ: «Чувашские дохристианские имена», авалхи чăваш ячĕсем пуçланса кайни çинчен (2018 ç.), «Хранить вечно», Лачкассинчи Игнатьевсен пилĕк ывăлĕ вăрçăра Тинĕс-Çар флотĕн-че паттăррăн çапăçни çинчен (2019 ç.), «Награда за подвиг», вăрçăра çапăçса наградăсене тивĕçнĕ ентешсен «Подвиг» интернет-сайтран пуçтарнă докуменчĕсен пуххи (2020 ç.) тата ыттисем. Пурĕ 7 кĕнеке.

Халĕ автор тин çеç пичетленнĕ «Чапанное восстание 1921 г. в Чувашии» ĕçĕпе паллаштарчĕ (сăн ÿкерчĕк-ре). (Чаппан тесе ял çыннисем сукнаран çĕленĕ сивĕ чухне тăлăп çинчен тăхăнмалли тумтире калаççĕ). Ку вăл асăннă тапхăрта чăваш хресченĕсен кил хуçалăхĕсенчен совет патшалăхĕ валли тырă пуçтарнă вăхăт çинчен. Ăна патшалăхăн «продразверстка политики» ят панă. Йывăрлăхсене тĕрĕс шута илмесĕр, тепĕр чухне тырра тĕпĕ-йĕрĕпех туртса илсе кайнипе ялсенче 1921—1922 çулсенче питех те хăрушă выçлăх пуçланнă. Самар, Чĕмпĕр, Чăваш тăрăхĕсенчи çĕр ĕçченĕ-сем пăлханма пуçланă, тырă пуçтаракан комитетсене тапăннă, хăшĕсем хăйсен пурлăхне пытарса хăварма тăрăшнă. Совет влаçĕ ун пек çынсене хытă хĕснĕ, арестленĕ тата персе вĕлермелле тунă. Э.Ушаков çав вăхăтри пулăмсене тĕпченĕ хыççăн çакă курăнать: Чăваш автономи облаçĕнче çав тапхăрта 54 вулăсран 34-ăшĕнче 488 хресчене персе вĕлернĕ, вĕсенчен Тăвай вулăсĕнчен — 45 çынна (чи нумаййи Тăрмăшран — 19). Çак хресченсене, вĕсен çемйисене «халăх тăшманĕ» тенĕ. Ачисене вĕренме илмен, ĕç те шанса паман. Ку кĕнекерен пирĕн историне пырса тивекен нумай пулăмсем, ятсем, хамăр йăх-тăвансем çинчен пĕлме пулать. 1996 çулта Раççей Пре-зиденчĕн Указĕпе асăннă хресченсене реабилитациленĕ (тÿрре кăларнă, айăпа сирнĕ), вĕсене прависене тавăрса панă.

Кунсăр пуçне Эдуард Ушаков республикăри «Асăну кĕнеки. Политка енĕпе хĕсĕрленисем» кĕнекерен Тăрмăш тата Лачкасси ялĕсен çыннисен списокĕсене çырса илсе килнĕ. Унта пирĕн тăвансем, ентешсем политика репрессине лекнине тата вĕсене реабилитациленине пĕлме пулать. Вĕсенчен чылай кил-йыша кулак çемйи тесе Çĕпĕре кăларса янисем паллă.

Юлашкинчен Э.Ушаковпа унпа пĕрле килнĕ ентеш, Чăваш Енри паллă ÿнерçĕ Владимир Разин Тăрмăш ялĕнче «Жертвам политических репрессий» ятла палăк лартма сĕнчĕç. Автор шкула, ял библиотекине, тĕлпулăва хутшăннă ентешсене кĕнекесем парнелесе хăварчĕ.

Поделиться:
Распечатать