1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:44

Мучар чиркĕвне — 200 çул

Космапа Дамиан ячĕллĕ Мучар чиркĕвĕ таврара упранса юлнă чи ватă чиркÿ çурчĕсенчен пĕри. Ăна 1820 çулта прихожансен укçи-тенкипе кирпĕчрен хăпартнă. Православи чиркĕвĕ ялта маларах та пулнă, анчах вăл, 1795 çулта йывăçран тунăскер, ял çуннă чухне (1801 ç.) пĕтнĕ. XVIII ĕмĕр вĕçнеллех Мучарта чиркÿ пулнине архив докуменчĕ те çирĕплетет. Çапла Кивĕ Пуянкасси çынни Ефим Семенов хăйĕн Тихăн ятлă ывăлне 1799 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Шăхаль чиркĕвĕнче (Вăрмар районĕ) тĕне кĕртнĕ чухне Мучар пачăшкине Онисим Михайлова хреснашшĕ тунă (ЧР Патшалăх архивĕ, 225 фонд. 3 опись, 62 ĕç). Çав çулсенче район территорийĕнчи 4 ял (Пуянкасси, Сăхăтпуç, Тушкилпе Ямпулат) Шăхаль чиркĕвĕн прихутне кĕнĕ.

Пушар хыççăн ялта кирпĕчрен чиркÿ лартасси вăраха тăсăлнă. 1812 çулта Раççей çине Наполеон тапăннă. Чиркÿ лартас ĕçе йĕркелесе пыракана вăрçа илсе кайнă. 1820 çулта тин çĕнĕ чиркĕве хута янă.

Мучар ялĕн историйĕ пуян. Унта христиан тĕнĕн кивĕ йăлисемпе пурăнакансем те (староверсем, старообрядецсем), православи тĕнне пăхăнакансем те пур. Çавна май ялта 3 чиркÿ. Ахăртнех Хаяр Иван ĕмпÿ Хусана пăхăнтарнă хыççăн чăваш ялĕсене тăшмансенчен хÿтĕлеме стрелецсене хушнă. Пурăна киле стрелецсем çемьеленсе кунтах тĕпленнĕ. Ку верси ĕненмелле пек. Вĕт мучарсен калаçăвĕ те хăйне евĕрлĕ. Вĕсем хастарлăхпа, çинетăраслăхпа палăрса тăраççĕ.

Революци умĕн ялта 400 яхăн кил хуçалăх шутланнă, 2700 çын пурăннă. Ял-йыш икĕ шыв арманĕ, çăм тапакан арман тытнă. Унсăр пуçне тимĕрпе ĕçлесси, урапа тăвасси, çĕвĕ, атă-пушмак çĕлесси аталаннă. Кашни юнкун ялта пасар иртнĕ. Питрав ярмăрккине вара Хусан, Чулхула купсисем кăна мар, инçерехри вырăнсенчен те — Вăтам Азирен, Китайран — суту-илÿ тăвакансем килсе çÿренĕ. Çĕрпÿ уесĕн-чи пĕлтерĕшлĕрех ĕçсенче Мучартан тухнă çынсем тăрăшнă.

Мана пĕр ыйту канăç памасть: мĕнле майпа-ха ытларахăшĕ кивĕ тĕнпе пурăнакан ялта кирпĕчрен пысăк чиркÿ лартма пултарнă? Вĕт архив докуменчĕсем тăрăх, чиркĕве прихожансен укçи-тенкипе тунă. Кивĕ тĕнпе пурăнакан хăш-пĕр ватăсенчен çакна та илтме пулать: «...православи тĕнне пăхăнакансем кивĕ тĕнпе пурăннисен вăйĕ-пе лартнă кирпĕч чиркĕве каярах хăйсен аллине çавăрса илнĕ». Ку шухăшпа те ки- лĕшме çук. Вĕт кирпĕч чиркĕ-ве ампир стилĕпе тунă. Кивĕ тĕн йăлисемпе пурăнакансем архитектурăн çав мелĕ-пе ниепле те усă курма пултарайман. 1820—1830 çулсенче çав стильпе усă курса лартнă чиркÿсем республикăра пиллĕкрен ытла мар. Çитменнине 1812 çулхи вăрçă хыççăн Раççейре кивĕ тĕне пăхăнакансене хĕсме тытăннă. ЧР Патшалăх архивĕнче упранакан 1840 çулхи клир ведомоçĕ те (225 ф., 2 оп., 173 ĕç) çавнах çирĕплетет. Асăннă çул ялти 132 кил хуçалăхра 601 арçын тата 655 хĕрарăм пурăннă. Кивĕ тĕне пăхăнакансем вара çав шутра пурĕ те 10 кил кăна, вĕсенче 38 арçын тата 56 хĕрарăм пулнă. Çапла вара паянхи чиркÿ çуртне кивĕ тĕне пăхăнакансем ниепле те лартма пултарайман. Кивĕ тĕн йĕркисем Мучарта каярахри çулсенче кăна хăвăрт сарăлнă. Ахăртнех унăн хăйĕн сăлтавĕсем пур.

Совет самани пуçлансан, чиркÿсене хупнă: православи чиркĕвĕнчен колхоз мастерскойĕ, тырă склачĕ, тимĕр- çĕ лаççи тунă, кивĕ тĕне пăхăнакансен чиркĕвĕнчен — клуб. Çапла мучарсем çур ĕмĕр ытла чиркÿсĕр пурăннă. Вĕсене Турра манма хушнă, унсăрах пурăнма хăнăхтарнă. Православие ĕненекенсен те, кивĕ тĕне пăхăнакансен те паян пĕр йывăрлăх — чиркÿсене çын сахал çÿрет. Асса-тĕссе венчете тăрасси, ачана шыва кĕртесси, вилнĕ çынна кĕлĕпе ăсатасси тĕл пулать. Çынсем чиркĕве ытларах Турă шыва кĕнĕ каç çветтуй шыв илме, Раштавпа Мăнкунта, ратитлесенче çÿреççĕ. Ытти чухне чиркÿ-сем пушă. Пирĕнтен ытларахăшĕ Турăран аякра тăрать. Сывлăх, вăй-хал пур чухне Турра аса илместпĕр. Çĕр çинчи пурнăç ытла та кĕске пулнине, çын кунта хăнарине кăна темшĕн манатпăр. Мулшăн çунатпăр, тутлăрах та пысăкрах татăка хапсăнатпăр, ним маршăн пĕр-пĕринпе харкашатпăр, пĕр-пĕринчен кĕвĕçетпĕр тата ыт.те.

Пирĕн мăн асаттесем телейлĕрех пулнă пуль тетĕп. Вĕсем пурнăçшăн савăнма, унпа киленме пĕлнĕ. Йывăр ĕçлесен те вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма вăхăт тупнă, ватăсене хисепленĕ, тăванĕсене пулăшнă. Паçмипе, анипе усă курсах ял çынни 8—9, пĕр пулсан 10—12 ача ÿстернĕ. Çи-пуçĕ çитсех каймасан та çав ачасем валли чун ăшши çителĕклĕ пулнă. Кашниех мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ, ют пурлăха хапсăнман. Çав çулсенчи ачасен паянхи тантăшĕсенни чухлĕ пĕлÿ пулмасан та, пурнăçра мĕн кирлине вĕсем лайăх пĕлнĕ: ашшĕ-амăшне, ватăсене хисепленĕ, ĕçрен пăрăнман.

Паян пурнăç çине ÿпкелешме сăлтав çук. Хăтлăхра пурăнатпăр. Çи-пуç питĕ, çăкăрсăр лармастпăр. Çав вăхăтрах чун-чĕре, ăс-хакăл пахалăхĕсене çухатса пыратпăр. Нумайăшĕн пурнăçра тĕллев çук. Эпир çунмастпăр, йăсăрланатпăр кăна. Ачасене кирлĕ пек пăхса ÿстерейместпĕр. Хăшĕ-пĕри тупăк умĕнче те, пачăшкă хăçан кĕлĕ ирттерсе пĕтерет-ши, тесе шухăшлать, вилнĕ çынна юлашки çула чысласа ăсатнă чухне те вăл хăйĕн ыйтăвĕсемпе пурăнать.

Мучар чиркĕвне 1991 çулта Кĕрше чиркĕвĕн настоятелĕ Илларий игумен тăрăшнипе тепĕр хут уçрĕç. Ялти ватăсем каланă тăрăх, чиркÿ çуртне юсаса йĕркене кĕртме мучарсемсĕр пуçне таврари ялсенчен те ĕненекенсем хутшăннă. 5—10 çухрăма çуран утнă. Паянхи кун вара ялта Турăшăн сăваплă ĕç тума хатĕр çынна тупма кансĕр. Ĕçшĕн тÿлеме шантарсан та килĕшме васкамаççĕ. Пурнăç пире харпăр хăй «читлĕх-не» хăваласа кĕртрĕ. Кашни хăй интересĕпе пурăнать, çав интересе мала хурать. Мучар чиркĕвĕшĕн кăçал паллă çул. Çак шăматкун вăл 200 çул тултарать. «Юсав ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ-ха?»—кăсăкланаççĕ тепĕр чух хăш-пĕ-рисем. «Мĕнле пыни паллă ĕнтĕ. Çич-сакăр ватă çÿренипе чиркÿ кассине нумай укçа кĕрес çук»,—хуравлатăп вĕсене. Вĕсем ман йывăрлăха ăнланнăн пуçĕсене сулкалаççĕ те айккинелле пăрăнаççĕ. Çынсем пулăшмаççĕ теместĕп-ха, пулăшаççĕ. Тавах уншăн вĕсене. Çавах та ку çителĕксĕр. Уява хатĕрленсе урайне ăшă пымалла турăмăр, газ кĕртрĕмĕр, чÿречесене ылмаштартăмăр тата ыт. те. Намăс пулин те, юбилее тивĕçлипе кĕтсе илес ĕçсене вĕçлеме паян сирĕнтен татах пулăшу ыйтасшăн. Ку сăмахсем пачăшкăсем пылпа çу çинче ишеççĕ, вырăс православи чиркĕвĕ Турра ĕненекен ватăсен укçине сăптăрмалли бизнес тесе шутлакансемшĕн мар, пурнăçне аран сыпăнтаркаласа пыракансемшĕн те мар, чиркÿсене пулăшса нумай тăкакланнă çынсемшĕн те мар (тата тепĕр хут тав вĕсене уншăн). Ку сăмахсем чунра ырă кăмăл тĕпренчĕк-не упраса хăварма пултарнă, хĕрхенекен чун-чĕреллĕ çынсемшĕн.

Мучар чиркĕвне юсама кирлĕ укçа-тенкĕне перекет банкĕн 4274 5120 3143 9669 №-лĕ картти çине хывма пулать. Турă çăлтăр сире! Уяв литургийĕ шăматкун ирхине 8 сехетре пуçланать.

Поделиться:
Распечатать